АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ паспорта улăштармалла

27 июля 2011 г.

Манăн кукамай хăйĕн кивĕ паспортне çĕниннипе ылмаштарасшăн мар. Унăн шучĕпе çĕнĕ паспортра сатана паллисем пур имĕш. Çаплах-ши;

Оксана Сидорова, Вăтакас Кипеч ялĕ.

СССР гражданинĕ пулнине çирĕплетекен 1974 çулта панă паспорта Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕпе улăштармалли тапхăр 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Чăн та, районта пурăнакан хăш-пĕр çынсем тĕрлĕ сăлтава пула СССР чухнехи паспорта Раççей паспорчĕпе халĕ те ылмаштарман. Тĕне ĕненекенсенчен хăшĕсем Раççей гражданинĕн паспорчĕн страницисенче 666 число пур тата харпăр хăй кодне паллă тăваççĕ тесе шутлаççĕ.

Раççей гражданинĕн паспортĕнче реквизитсемпе графасем пур, çав шутра "личный код" текен графа та. Административлă регламентпа килĕшÿллĕн документăн иккĕмĕш страницинчи "личный код" текен йĕркене нимĕн те çырмаççĕ. Пиллĕкмĕш, çиччĕмĕш, тăххăрмĕш, вун пĕрмĕш, вун виççĕмĕш, вун пиллĕкмĕш тата вун тăххăрмĕш страницăсенче орнамент евĕр "РОССИЯ" тесе, 20 страницăран 14-шĕнче страница номерне илемлетсе çырнă. Çав орнаментсенче "666" текен число çук.

Раççей миграци службин районти уйрăмĕ 1974 çулта кăларнă паспортпа çÿрекенсене ăна çĕннипе ылмаштарма ыйтса калать. СССР паспортне ылмаштарас текенсене административлă йĕркепе явап тыттармаççĕ.

Л.ПОГАЙДАК, миграци службин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика