АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек-синкекрен пĕтĕмлетÿсем тумалла

27 июля 2011 г.

ЧР Президенчĕ эрнесерен ирттерекен канашлу виçĕм кун тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе мĕнле тивĕçтерни çинчен ЧР Строительство министерстви пĕлтернине итленинчен пуçланнă. Республикăра 1063 тăлăха пурăнмалли çурт-йĕр кирлĕ. 2011 çулта 334 çыннăн хваттер черетсĕр илмелли ирĕк пур.

Чăваш Республикин 2011 çулхи республика бюджечĕ çинчен калакан Саккунĕпе килĕшÿллĕн уйăракан укçа-тенкĕ шучĕпе 179 тăлăха пурăнмалли хваттер параççĕ. Чăваш Республикин 2011 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен" Саккунĕпе килĕшÿллĕн хушма укçа-тенкĕ уйăрма пăхнă. Ун шучĕпе тата 155 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.

Чăваш Республикин патшалăх программисене туса хатĕрлени çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ. Республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсене 2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин патшалăх программисене палăртнă йĕркепе туса хатĕрлесе йышăнассине тивĕçтерме хушнă. ЧР Экономика аталанăвĕн министерствипе килĕшсе татăлма хальлĕхе патшалăх программин пĕр проектне çеç – "2011-2015 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси" – тăратнă.

Пляжсем, шыва кĕмелли вырăнсем еплерех пулнипе Чăваш Республикин Граждан оборони енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш паллаштарнă. Хальхи вăхăтра республикăра 14 пляжа официаллă майпа уçнă. Шыва кĕмелли тапхăрта юхан шывсенче, кÿлĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлĕ ĕçлеççĕ. Апла пулин те республика территорийĕнче шăрăх çанталăк тăнă май шыва путса вилнĕ тĕслĕх йышланать. Республикăра ку енĕпе 36 инкеке регистрациленĕ, 32 çын шыва путса вилнĕ, 15 çынна çăлса хăварнă.

"Паллах, савăнмалли çук. Пушарта вилнĕ 69 çынпа пĕрле эпир тата 101 çынна çухатрăмăр, – палăртнă Михаил Игнатьев. – Шел те, çынсем инкек-синкекрен пĕтĕмлетÿсем тума васкамаççĕ. Эппин, ăнлантару ĕçне вăйлатмалла".

В.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика