22 июля 2011 г.
Уçырма – районти чи ватă ялсенчен пĕри. Вăл мĕнле пуçланса кайни çинчен ăруран ăрăва куçса пирĕн пата çакăн пек халап çитнĕ. Хаяр Иван патша Хусан ханствине çапса аркатсан кунти çĕрсене княçсене, вайпутсене, чиркÿ çыннисене валеçнĕ. Чылай хресчен çĕрсĕр тăрса юлнă ун чухне. 1565 çулта Ырашпулăх ялĕнче (халĕ Куславкка районне кĕрет) пурăнакансен çĕрĕсене патша хушăвĕпе Ярославль княçне Д.Ростовскине панă. Пикшик, Челе, Мертен, Шанкар тата ыттисем, пурĕ çичĕ çемье, çĕр шыраса Вырăскас Пикших ялĕ патне пырса тухнă. Ун чухне кунта никам та пурăнман. Куçса килнисем çĕр пÿртсем тунă. Яла çулĕпе аслă юлташĕн ячĕпе Пикшик теме тытăннă. Пысăк уçланкăра тыр-пул ÿстернĕ. Халăх шучĕ ÿснине пула тырă анисене анлăлатма йывăçсене кăкланă. Анчах та ку тертлĕ ĕç пулнă. Чылайăшĕн çĕнĕ çĕрсем шырама тивнĕ.
1646 çулта Пипук ятлă чăвашăн курăк çиме янă çамрăк вăкăрĕ кăкарнă вĕренне татса вăрмана кĕрсе кайнă. Хуçи ăна сĕм вăрманти уçланкăра тупнă. Инçех мар çăл куç тапса тăнă. Кунти вырăн Пипука çав тери килĕшсе кайнă. Тепĕр çулхине Пипук, Сапер, Тяпук çемйисем кунта куçса килсе тырă акнă, кил-çурт çавăрнă. Майĕпен ял пулса кайнă. Ăна Уйри çырмари Кĕçĕн Пикшик теме тытăннă. Кивĕ Пикшик е Кĕçĕн Пикшик текенсем те пулнă. Каярахпа кĕскетсе "Уçырма" ят панă. Юхса выртакан пĕчĕк юхан шыва та Уçырма тенĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн Аслă, Уйпуç, Çутçи, Лешайăкки, Турикас урамĕсем пуçланса кайнă.
Çакăн çинчен Уçырма ялĕ никĕсленнĕренпе 365 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ уява пынă халăха ялти библиотека заведующийĕ М.Петрова каласа пачĕ. Ял историне тĕплĕнрех пĕлес текенсене Мария вырăнти тавра пĕлÿçĕ П.Петров çырнă кĕнекене библиотекăна пырса вулама сĕнчĕ.
Уяв "Шуçăм" ансамбль "Уçырма" юрра юрланипе уçăлчĕ. Пухăннă ял çыннисемпе чĕннĕ хăнасене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, тĕнчипе паллă йĕлтĕрçĕ Д.Григорьева, унăн йăмăкĕ Нина, Шупашкарта пысăк вырăнсенче ĕçленĕ Ю.Алексеев саламларĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Н.Васильева, нумаях пулмасть пĕрлешнĕ Димăпа Ирина Ивановсене, аттепе анне пулса тăнă Сашăпа Таня Егоровсене, нумай ачаллă Николайпа Оксана Блиновсене тата Анатолипе Римма Дмитриевсене, ялти чи ватă кинемейсене Е.Ивановăпа Т.Павловăна асăнмалăх парнесем пачĕç. Уçырмари "Шуçăм", районти культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" тата вăтам шкулти "Вдохновение" ансамбльсем, Минаевсен тата Макаровсен çемйисем, Д.Григорьева, О.Николаева, В.Махминова, А.Васильева юрăçсем, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Никоноров ертсе пыракан ватăсен ушкăнĕ чăваш тата вырăс, эстрада юррисемпе савăнтарчĕç.
Вăхăт каç енне сулăнсан таврана тутлă шÿрпе шăрши сарăлчĕ. Ăна шкул поварĕ Т.Михайлова пĕçернĕ. Кашниех тутанса пăхрĕ чăвашсен юратнă апатне. Пурне те килĕшрĕ. Стадионта та хаваслă шав тăчĕ. Кунта урамсен командисем мини-футболла, волейболла выляса, культура çурчĕн ешĕл курăкпа витĕннĕ картишĕнче вĕрен туртса, кире пуканĕ çĕклесе, çемьесем эстафетăра чупса спонсорсен парнисемшĕн ăмăртрĕç. "Уçырма ялĕн ăстисем" курав ĕçлерĕ. О.Егорова, М.Петрова, В.Васильева, Г.Андреева, Е.Васильева, А. Дмитриева ĕçĕсем умĕнче халăх татăлма пĕлмерĕ. Кил-çуртра тыткаламалли ĕлĕкхи япаласемпе паллашас текенсем те нумаййăн пулчĕç. Ташăçăсен конкурсĕнче Канаш урамĕнче пурăнакан П.Матросовпа И.Цапинăна çитекенни пулмарĕ. Суту-илÿ палаткисем ĕçлерĕç.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ уява ирттерме пулăшакансене, спонсорсене В.Васильевпа В.Иванов депутатсене, "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçине Н.Ильина, "Орион" тата "Лидер" магазинсен сечĕсен ертÿçисене Васильевсемпе Дмитриевсене, 9-мĕш маршрутпа çÿрекен "Газель" хуçине Ю.Дмитриева, Уçырмара пурăнакан О.Андриянова ял-йыш тата хăнасен ячĕпе ăшшăн тав тăвать.
Уяв каçхи дискотекăпа вĕçленчĕ.
В.АЧЧА.