22 июля 2011 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ тапхăр пырать. Ял ĕçченĕсем çулса типĕтнĕ утта пуçтарса капана хываççĕ, сенаж хатĕрлеççĕ.
Нумай çул ÿсекен курăксене "Путь Ленина", "Цивиль", "Янишево", "Канаш", "Восход", "Исток", "Хучель", "Мария" хуçалăхсем пĕтĕмпех çулса пуçтарнă. "Родина" хуçалăхра ку енĕпе ĕç ерипен пырать, палăртнин 56 процентне кăна çулнă. Районĕпе 4919 га лаптăк çинче çулмалла тăк, июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 4641 гектар çинче пурнăçланă (планăн 94 проценчĕ).
"Путь Ленина" (100 т), "Цивиль" (120 т), Киров ячĕллĕ (550 т), "Родник" (250 т), "Победит" (250 т), "Агат" (180 т) хуçалăхсем утă хатĕрлессипе лайăх ĕçлеççĕ. Чылайăшĕ типĕ утта планпа палăртнинчен ытларах та янтăланă. Пĕтĕмпе 3160 тонна утă кирлĕ пулсан, паянхи куна 2773 тонна паха апат хатĕрленĕ.
17880 тонна сенаж хатĕрлемелле. Çÿлерех асăннă кун тĕлне ăна 11488 тонна хывнă. Кунта та маларах каланă хуçалăхсене палăртмалла: "Путь Ленина" çак сĕтеклĕ апата 1000 тонна хатĕрленĕ, "Цивильте" – 400 т, "Пинерте" – 1300 т (кунта 200 т силос та хывнă), Киров ячĕллĕ хуçалăхра – 3958 т, "Канашра" – 1200 т, "Урюмра" – 930 т.
Кĕрхи культурăсене 6840 гектар çинче акса хăварма палăртнă. 2155 га çĕр хатĕрленĕ. "Канаш" (350 га), "Канаш" АСК ООО (200 га), "Победит" (300 га), "Хучель" (220 га), "Цивиль" (130 га) уйăрмах тăрăшуллă.