22 июля 2011 г.
Районăн шалти ĕçсен пайĕ çулталăкăн пĕрремĕш çурринче тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Ларăва Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин инспекци пуçлăхĕ Николай Ефремов милици подполковникĕ, Канаш хулипе район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Яков Сергеев хутшăнчĕç. Районти милици органĕсен ĕçĕпе шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Юрий Егоров милици полковникĕ паллаштарчĕ, лайăх енсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ.
2009-2012 çулсенче районта профилактика ĕçĕсем ирттермелли тĕллевлĕ программăпа усă курни йĕркелĕхе асăрхаса тăракан районти ытти органсемпе тачă çыхăну йĕркелеме пулăшнă. 2011 çулăн пĕрремĕш çурринче 200 преступлени шута илнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 8,3 проц. (218 преступлени) сахалрах. Преступленисен 10 пин çын пуçне тивекен шайĕ – 50,6 (пĕлтĕр 53,2 пулнă). Йывăр преступленисен, çын сывлăхне юриех сиен кÿнипе çыхăннă претупленисен шутне чакарма май килнĕ (9-тан 5 таран). Çынна улталанă, мăшкăлланă, хулиганла ĕçсем тунă тĕслĕхсем пулман. Преступниксене шыраса тупасси те лайăхланнă. Уйрăмах йывăр, юри тунă, вĕлерессипе хăратса тунă преступленисене уçса палăртасси 100 процентпа танлашнă. Административлă йĕркене пăсакансене, ÿсĕр çÿрекенсене явап тыттарас тĕлĕшпе ĕçе палăрмаллах вăйлатнă. Ытти çултипе танлаштарсан преступленисене ытларах уçса панă.
Ÿсĕмсем пур пулин те районти лару-тăру лăпках мар. Претупленисене пĕтĕмĕшле уçса палăртасси чакнă, çын сывлăхне ытлашши пысăк йывăрлăх кÿмен преступленисем, çынна, хваттерсене çаратнă, ют пурлăха, кĕсье телефонне вăрланă тĕслĕхсем нумайланнă. Экономика сферинче тунă преступленисене уçса парасси те пĕчĕк шайра. Тĕрмере ларса тухнă, малтан судпа айăпланнă, ÿсĕр, ниçта та ĕçлемен çынсем тата ушкăнпа тунă преступленисен шучĕ те ÿснĕ.
Милици ĕçне тишкернĕ çĕре çавăн пекех криминаллă милици пуçлăхĕ Н.Арсентьев, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ Е.Мурзин, дознани уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Васильев, участковăйсен пайĕн пуçлăхĕ Э.Яковлев хутшăннă.
Районăн шалти ĕçсен пайĕн штабĕ.