АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янкăлчра та чиркÿ чанĕ янăрĕ

22 июля 2011 г.

Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕн Владыки Варнава пил панипе Янкăлч ялĕнче иртнĕ вырсарни кун çвяттуй Сергий Радонежский храмне тума палăртнă вырăна сăвапланă.

Прихут чиркĕвĕн канашĕ Янкăлч таврашĕнче пурăнакансене çак мероприятине ирттересси çинчен малтанах пĕлтерсе хунă, хăнасене чĕннĕ. Спонсорсем те килнĕ. Вĕсем - Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ, Мускавра пурăнакан Раççей Геройĕ Н.Гаврилов, экономика наукисен кандидачĕ В.Елагин профессор, педагогика наукисен кандидачĕ, Иоанн (Маслов) схиархимандрит премийĕн стипендиачĕ, Пĕтĕм Раççейри "Православиллĕ Раççей" обществăлла юхăм çирĕплетнĕ "За жертвенное служение" медале тивĕçнĕ Ю.Тумаланова. Хăнасем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александровпа унăн çумĕ К.Никоноров та, строительство организацийĕсен представителĕсем те пулнă.

Александр протоиерей кĕл тунă, храм пулас вырăна хĕрес лартнă тата чул хунă. Александр, Сергий, Серафим, Николай иерейсем, юрлавçăсем, ял çыннисем çÿлти Турăран чиркĕве тума пулăшу ыйнă, турăшсем йăтса храм пулакан вырăн тавра утса çаврăннă. Александр атте сăваплă шыв сапнă.

Н.Гаврилов чиркÿ проекчĕпе паллаштарнă, храма туса пĕтерме пулăшасса шантарнă. Кĕлĕ хыççăн Александр (Михайлов) настоятель Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн музейĕнче пулнă, шкул картишĕнче ларакан палăк-вертолет умĕнче хăнасемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика