22 июля 2011 г.
Юн кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ О.Макаров ĕçлĕ çул çÿревпе Канашра пулнă.
Чи малтанах вăл контрактпа çар службине кайма хатĕрлекен пайăн пуçлăхĕпе-республика çар комиссарĕн çумĕпе С.Козюрăпа, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕпе В.Ивановпа тата хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Р.Мясниковпа çар комиссариачĕн Канашри пухăну пунктне çитсе курнă. Олег Витальевич çамрăксене çар тумĕ тăхăнтартмалли пунктпа, пăшал пемелли тирпа, çарпа патриотизм воспитанийĕн центрĕпе паллашнă.
Малалла премьер-министр Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ çумĕ В.Аврелькин тата хула админситрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников ертсе пынипе "Канашри автоагрегат завочĕ", "Канашри электропогрузчиксен завочĕ", "Промтрактор-Вагон" акционерсен пĕрлĕхĕсенче пулса çак предприятисене ертсе пыракансемпе калаçнă. Вĕсем республикăн Министрсен Кабинечĕн Председательне ĕç коллективĕсен çитĕнĕвĕсемпе, предприятире, инвестицисенче, малашлăх аталанăвĕнче усă куракан инновацисемпе паллаштарнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче хатĕр продукцисене реализацилессипе тата предприятин малашнехи аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.