20 июля 2011 г.
Власть пире перекетлĕ пулма, кашни пуса шутлама вĕрентет. Чухăн çынсен шучĕ вара çĕршывра сахал мар, пĕтĕм халăхăн çур пайĕ. Çавна май çĕршывра чухăнсен хăйне евĕр тĕнчи йĕркеленнĕ: срокран тухнă апат-çимĕçе йÿнĕ хакпа сутакан лавккасем ĕçлеççĕ, плацкартлă çĕмрĕк вакунсемпе усă куратпăр, кивĕ япаласемпе суту-илÿ тăвасси ÿссех пырать... Чухăнлăха патшалăх политикин шайне лартнă: официаллă документсенче пĕр пальтона çичĕ çул, костюма виçĕ çул тăхăнмаллине палăртаççĕ. Кĕске йĕме вара çулталăкра икĕ мăшăр туянмалла иккен.
Çав вăхăтрах власть тытăмĕнчи çынсем çак нушана курмаççĕ. Вĕсен хăйсен поликлиникисем, кану çурчĕсемпе дачăсем пур. Элитлă çуртсенче пурăнаççĕ, хаклă йышши тумтирпе çÿреççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, çĕршывра пурăнакан халăха икĕ пая уйăрма пулать: эпир тата вĕсем.
Нумаях пулмасть ведомство чиновникĕсем сĕтел-пукан туянма конкурс пулассине пĕлтернĕ. Сывлăх сыхлавĕпе соцаталану министерствине офис сĕтел-пуканĕ мар, "Леонарда" гарнитур кирлине палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлама хысна укçинчен 5 миллион та 100 пин тенкĕ уйăрнă! Комплекта 40 хатĕр-хĕтĕр кĕрет. Вĕсен шутнех Голикова министрăн кресли те.
Чиновниксем хитре теттесене кăмăллаççĕ. Вăл мĕн чухлĕ хаклăрах, çавăн чухлĕ илемлĕрех. Ку енĕпе патшалăх тарçисен аппетитне кризис та чăрмав кÿреймест. Чиновниксене транспортпа тивĕçтерес тĕллевпе Федераци Канашĕ бюджет укçинчен 136 миллион тенкĕлĕх заявка тăратнă. Ют çĕршывра кăларнă, хальхи техникăпа пуянлатнă машинăсем кирлине палăртнă.
Патшалăх Думине тата депутатсен хваттерĕсене юсаса çĕнетес, илемлетес тĕлĕшпе кашни çулах темиçе миллион тенкĕ укçа тăкакланать. Нумаях пулмасть урай валли миллион тенкĕлĕх кавир туяннă. Унсăр пуçне Дума çурчĕн питне тасатма 5,5 миллион, сĕтел-пукан туянма 50 миллион тухса кайнă. Халĕ вара алăксене улăштарнă. Малтанхисем те кивелме ĕлкĕреймен-ха.
Аслисене кура чиновниксем те иртĕхеççĕ. Пĕрисем хаклă хрусталь люстрăсем, теприсем ламбрекенпа дизайнерсем ятарласа тунă хаклă чÿрече каррисем саккас параççĕ. Прокурор тытăмĕнчи пĕр учреждени хăйĕн офисĕ валли чечексене пăхса тăракан çын шырать, 4 миллион тенкĕлĕх ÿсен-тăран туянмалла, ку шута фикус та кĕрет. Ăна çулталăк хушши пăхса тăмалла: эрнере икĕ хутчен шăвармалла, кашни уйăхра удобренипе апатлантармалла, пĕр çултан урăх куршака куçарса лартмалла.
Чи тĕлĕнтермĕш заявка Раççей МЧСĕ çумĕнчи пушара хирĕç кĕрешекенсен ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнчен килнĕ. Ведомствăн 11 пин кĕленче эрехпе коньяк туянмалла. Çакă чун-чĕрери пушара сÿнтерме кирлĕ пулнă-ши; Тĕрĕслев хыççăн ку ыйтăва МЧС хускатманни палăрнă. Заявкăна институт сотрудникĕ панă иккен. Çавна май ăна каярахпа ĕçрен хăтарнă, саккас вара пушар сÿнтерекенсем патне çитеймен.
Нумаях пулмасть депутатсем патшалăх валли тавар туянасси пирки калакан çĕнĕ саккунăн проектне сÿтсе явнă. Ку сĕнĕве Д.Медведев пуçарнă. МЧС ведомствинче тухнă хирĕçÿ, тен, саккун йышăнас вăхăта хăвăртлатĕ; Шутлав палатин ертÿçи С.Степашин каланă тăрăх, çак нушасене тивĕçтерме уйăрнă 6 триллион тенкĕрен пĕр триллионĕ вăрăсен аллине лекет. Çавăнпа та çĕнĕ саккун проекчĕ тăрăх саккас параканăн документра тавар илмелли контрактăн малтанхи хакне кăтартмалла. Ку, паллах, чиновниксен аппетитне чакарма пулăшĕ. Çавна май кĕпĕрнесем те алхасма пăрахĕç. Пĕлтĕрхи пушарсем хыççăн Челябинскра вырăнти вут-çулăмпа кĕрешекенсем валли чаплă вертолет (сăран креслăсемпе) туянма конкурс йĕркеленĕ. Паллах, вăл пушар сÿнтерекенсем валли мар ĕнтĕ. Конкурса пăрахăçлама тÿр килнĕ. Малтанхи кĕпĕрнаттăра пула кунта ÿкерчĕксемпе те кăсăкланма тытăннă. Бюджет укçи-тенкинчен 6 миллион долларлăх картина туяннă. Вĕсен пĕр пайĕ – суя ÿкерчĕксем. Укçа вара çилпе вĕçнĕ.
Пурнăç тути-масине туйма чиновниксене, тен, çĕршыври пĕр-пĕр тĕттĕм яла кайса ямалла; Хура халăх мĕнле пурăннине, мĕн ĕçсе-çинине курччăр. Паян пĕчĕк хуласемпе поселоксенче, ялсенче 90 (!) миллиона яхăн çын пурăнать. Çĕршыври чухăнлăхпа вара мĕн те пулин тумаллах. Паллах, кун пек чухне чиновник пÿлĕмĕнче ĕмĕтленсе ларни усăсăр, халăх кун-çулне куçпа курса, чунпа туйса хакламалла.
РаÇÇей хаÇат-журналĔ тăрăх.