АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тислĕк купин урамра пулмалла-и?

20 июля 2011 г.

Райадминистраци çумĕнчи административлă комиссин черетлĕ ларăвĕнче 58 протокол пăхса тухрĕç. Вĕсене пурне те тенĕ пек кил-çурт умне тирпейлĕх кĕртмен çынсем тĕлĕшпе çырнă. Вырăнта лару-тăру мĕнле пулнине комисси членĕсем протоколпа пĕрле тăратнă сăн ÿкерчĕксене курса ĕненеççĕ. Ларăва чĕнтернисенчен хăшĕ-пĕри "пирĕн умра нимĕнле япала та выртмасть" тесе сиксе тавлашсан та йĕркесĕрлĕхе çирĕплетекен хут пур.

Юлашки вăхăтра çынсем урамри çĕрпе усă курнăшăн ял тăрăхĕн администрацине укçа тÿленине ĕнентерекен квитанципе килме пуçларĕç. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнче ку ыйтупа халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттерни сисĕнет. Укçа тÿлени аван-ха, анчах çакă строительство материалĕсен кил умĕнче урлă та пирлĕ выртмаллине пĕлтермест. Кашта-пĕрене е кирпĕч çеç мар, тем пуç те пур-тăр унта хăшĕсен. Паллах, стройкăра тем те кирлĕ, çапах та типтерлĕ çыннăн пур япала та хăйĕн вырăнĕнче.

Тăрăн ялĕнче тата интереслĕрех лару-тăру. Кунта тислĕк купине урама купалас йăла çирĕпленнĕ. "Анкартире вырăн çук, навуса ăçта хурас. Урамра вăл никама та кансĕрлемест", – теççĕ. Хамăр енче тислĕке урама кăларнине нихăçан та курманран питĕ кулăшла маншăн. Тислĕк вырăнĕ, хăть мĕн калăр та, лупас хыçĕнче пулмалла ĕнтĕ, урамра мар. Çак "чĕр таварăн" усси пысăк пулин те унăн "техĕмлĕ" шăршине иртен-çÿренĕн куллен шăршлас килмĕ.

Машин-трактор тытакансем, лаша усракансем техника хатĕрĕсене, лаша таврашне урама кăларса лартаççĕ. Картишĕнче тăвăр, иртсе çÿреме çукран. Хăшĕсен тĕлĕнче чăн-чăн мехпарк. Тепĕр-тепĕр ялта урам тăрăх иртме çук. Çакăн пек пурăнатпăр. Хамăра айăплă пулнăшăн явап тыттарсан та кÿрше айăпламаншăн ÿпкелешетпĕр. Сăмса айĕнчине курмастпăр, айккинче мĕн выртнине тÿрех асăрхатпăр. Пирĕн кил умĕсенче, урамсенче, ялсенче хăçан йĕрке пулса пĕтĕ-ши...

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика