20 июля 2011 г.
Лартса çитĕнтернĕ тыр-пул пысăк тухăç пани çĕр ĕçченне хавхалантарать. Вырма вăхăтĕнче ял ĕçченĕсем тырра вăхăтра тата çухатусăр пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Анчах кулленхи ĕçсене пула пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен мансах каяççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ уйра, тырра типĕтнĕ, упранă çĕрте кашни çулах пушарсем пулаççĕ.
Пушар сăлтавĕсене тишкерни çакна кăтарса парать: вĕсен ытларах пайĕ машина-комбайн ĕçленĕ чухне тухакан хĕлхемсемпе, тырра типĕтнĕ чухне электроэнергипе усă курмалли правилăсене пăхăнманнипе, ача-пăча шăрпăкпа вылянипе çыхăннă. Тырра пушартан упраса хăварас тесен мĕн тумалла-ха;
Вырмана тухиччен ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен вырма агрегачĕсен юсавлăхĕшĕн яваплине çирĕплетмелле, механизаторсемпе пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе инструктаж ирттермелле. Инструктаж тухман çынсене вырмана хутшăнтармаççĕ. Тырă пиçсе çитнĕ вăхăтра уйсене асăрхаса тăма уй хуралçисене палăртмалла. Вырмана хутшăнакан техника хатĕрĕсене пушар сÿнтермелли агрегатсемпе тивĕçтермелле.
Пучахлă культурăсене чукун çул тата шоссе хĕррисене акмалла мар. Çакăн пек вырăнсенче çулнă утта çултан 30 метр айккинче купаламалла.
Ана çинче ĕçлекен тракторсене, комбайнсене, ытти техникăна топливăпа тивĕçтернĕ чухне двигателе сÿнтермелле. Вырма вăхăтĕнче уйра пушар сÿнтерекен техника тăмалла.
Асра тытăр, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлесен кăна çĕнĕ тыр-пула инкексĕр тата тăкаксăр пуçтарса кĕртĕпĕр.
В.МИХАЙЛОВ, аслă инспектор.