АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх малашлăхĕ çинчен калаçнă

20 июля 2011 г.

Михаил Игнатьев Президент шăмат кун Министрсен Кабинечĕн хăш-пĕр членĕпе тата республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ, ял хуçалăх аталанăвĕн малашлăхне сÿтсе явнă.

Канашлура Чăваш Енре çĕр улми тирпейлекен пысăк предприяти тумалли çинчен калаçнă. Çакă мĕн пур ресурса пĕрлештерме, çĕр улми туса илессине ÿстерме, вырăнти продукцие федераци шайĕнчи суту-илÿ сечĕсене кăларассине ансатлатма пулăшĕччĕ. Çак шухăшпа килĕшнĕ май Михаил Игнатьев çĕр улми упрамалли çĕнĕ складсем тумаллине, хамăр патрах вăрлăх çитĕнтерессине аталантармаллине палăртнă.

Пахча çимĕç туса илессин ыйтăвĕсене тишкернĕ май пысăк теплица хуçалăхĕсен тытăмне аталантарасси пирки те сăмах пулнă. Çавăн пекех кролик, кайăк-кĕшĕк, ĕне ĕрчетессипе, пулă хуçалăхĕпе, хăмла çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.

К.СЕМЕНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика