20 июля 2011 г.
Чăваш Ен Президенчĕ ĕнер ирттернĕ планеркăра промышленноç комплексĕн аталанăвĕн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи кăтартăвĕсене пăхса тухнă.
Вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, промышленноç производствин асăннă тапхăрти индексĕ 117,5 процентпа танлашнă. Транспорт, металлурги, машинăсемпе оборудовани производствисен оргнизацийĕсен ÿсĕмĕ уйрăмах пысăк. Çав вăхăтрах пир-авăрпа çĕвĕ производствинче çак индекс пĕлтĕрхи шайран 20 проц. чухлех чакнă. Ку тĕпрен илсен "ВТК" АУОпа "Пике" ОООна пырса тивет.
Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăрлач-çу уйăхĕсенче республикăра вăтам ĕç укçи 12 проц. яхăн ÿснĕ, 13,3 пин тенке çитнĕ. Михаил Игнатьев Президент ĕçĕн япăх кăтартăвĕсем çине пусăм туса лару-тăрăва тÿрлетмелли сĕнÿсем хатĕрлеме хушнă.
Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ. Пĕтĕмпе кăçал аслă тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсем 11 пин ытла специалист хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах диплом илекенсен йышĕ экономикăна çамрăк кадрсем мĕн чухлĕ кирлипе пĕр килмест. Калăпăр, "экономика тата управлени" специальноçпа йыш 10,5 хут пысăкрах, "гуманитари наукисем" – 5,6 хут, "транспорт хатĕрĕсем" – 3,8 хут... Çав вăхăтрах нумай енĕпе кадрсем çителĕксĕрри сисĕнет, тĕслĕхрен, "ял тата пулă хуçалăхĕ" ушкăнра 239 çын кирлĕ.
Çак ĕç-пуç çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарма чăрмантарать. Мониторинг кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, утă уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕренсе тухнисен 40,2 проц. кăна хăйсен квалификацийĕпе ĕç тупма пултарни палăрнă.
Çавна май çак профильсемпе ĕçлемен вĕренÿ заведенийĕсенче "правоведени" тата "экономикăпа бухгалтери шутлавĕ" специальноçсемпе çамрăксене йышăнма чарнă. Çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе пĕтĕм Раççейри информаци тытăмне хутшăнни пулăшмалла.
Чĕр чунсен тĕнчине сыхлас тата тĕрĕслесе тăрас енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков федерацин пĕрешкел тĕслĕхлĕ сунар билечĕсене парассине йĕркелени, çывхаракан сунар сезонне хатĕрленни çинчен каласа панă. Хальлĕхе билетсен 3,5 пин бланкне валеçнĕ.
Калаçу вĕçленсен зала Тутарстанра "Булгария" теплоход путнă вырăнта шырав ĕçĕсене хутшăннă çăлавçăсене чĕннĕ. Çав операци вăхăтĕнчи хăюлăхпа профессионализмшăн ЧР Президенчĕ республикăн шыравпа çăлав службин водолазĕсене М.Андреева, Е.Малайкина, Ю.Семенова, В.Трутнева тав тунă. В.Васильев, П.Васильев, О.Егоров, А.Логвинец, В.Петров, В.Федотов водолазсене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. М.Игнатьевпа тĕл пулнă май çăлавçăсем Атăл çинчи операци çинчен каласа панă, шыравпа çăлав служби валли ытларах укçа уйăрни вырăнлине палăртнă. Президент тивĕçлĕ хушусем пани, çывăх вăхăтрах службăн çĕнĕ йышши хатĕрсем пуласси çинчен пĕлтернĕ.
Н.ВАСИЛЬЕВ.