АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автобус Матьшÿне килет

15 июля 2011 г.

Çăмăлах марччĕ Матьшÿ ялĕн çыннисене Канаша çитме. Автобуспа кайма вĕсен Çеçпĕл ялне тăватă çухрăм утма тивнĕ. Чукун çул разъедĕнчен Хусантан Канаша çÿрекен электропуйăс çине тухакансем те пулнă.

Утă уйăхĕн çиччĕмĕш кунĕ хăйпе пĕрле савăнăç илсе килнĕ. Ирхине саккăр çитеспе Матьшÿ ялĕ çумне хытă хут татăкĕ çине "Канаш-Атыково" тесе çырнă автобус пырса тăнă. Пухăннă халăх Канашри ПАТПна ертсе пыракансене яла автобус çÿремелле туса панăшăн тав тунă. Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова пĕрремĕш рейса такăр çул суннă. Çав кунах çак автобус кăнтăрла иртни 2 сехетре те килнĕ. Вăт çакăн пек вăл кашни кунах икĕ хутчен Канашран Матьшÿне, хуларан яла çÿрĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика