АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей çĕнĕ экспонатсемпе пуянланнă

15 июля 2011 г.

Уçырмара çуралса ÿснĕ И.Андреев Тюмень облаçĕнчи Сургут районне кĕрекен Белый Яр поселокĕнче ĕçлесе пенси çулне çитнĕ. Апла пулин те кĕрĕк арки йăваласа лармасть вăл, вăйĕ çитнĕ таран тĕрлĕ ĕç тăвать. Отпуск кунĕсене вара тăван енте ирттерет.

Нумаях пулмасть Иван Федорович 55 тултарчĕ. Ашшĕ-амăшĕ çавăрнă çурт-йĕр кивелнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та вăл çĕнни лартма тĕв тунă. Хуралтăсене пăснă чухне Иван Федорович кил-çуртра тыткаламалли ĕлĕкхи япаласем тупнă: валашка, сăра шанĕ, тырра миххе тултармалли савăт, ал пăчки, пĕчĕк урапа кустăрми. Çак экспонатсене вăл шкул музейне парнеленĕ. "Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем мĕнпе ĕçленине ачасем те пĕлччĕр", – тенĕ И.Андреев. Ырă ĕçшĕн ăна Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов ял халăхĕ ячĕпе чун-чĕререн тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика