15 июля 2011 г.
Шăмат кун, утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Ямаш ялне никĕсленĕренпе 450 çул çитнине паллă турĕç. Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Харитонов уçрĕ. Вăл ялăн историйĕпе паллаштарчĕ, кунта ÿссе çунат сарнă паллă çынсем çинчен каласа пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата унăн çумĕ К.Никоноров ямашсен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç, юбилей ячĕпе саламларĕç.
Ял çыннисемпе уява килнĕ хăнасем валли ал ăстисен "Хăшĕн лайăхрах" куравне йĕркеленĕ. О.Семенова вĕрентекен ытарлă чĕнтĕрсем тата çыхнă япаласем тăратнă. Ямаш библиотекин заведующийĕн Н.Стеклован тĕрленĕ япалисемпе те интересленсе паллашрĕç.
Паллах, уяв юрă-кĕвĕпе илемлĕ. Культура ĕçченĕсен ушкăнĕ, Д.Пугач куракансене хăйсен пултарулăхĕпе çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç. Çамрăксем волейболла выляссипе, кире пуканĕ йăтассипе тата ытти вăйăсенче тупăшрĕç. Ача-пăча батут çинче ярăнса савăнчĕ.
Пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса тутлă шÿрпе çирĕç, ура тĕпĕ ыратиччен ташларĕç, сасă çĕтиччен юрларĕç. Ватти-вĕтти савăнчĕ ялăн чи пысăк уявĕнче, никама та кичем пулмарĕ.