АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педофил вырăнтах çывăрса кайнă

15 июля 2011 г.

Пирĕн районта пурăнакан 36 çулти арçын тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Вăл çул çитмен хĕрачана мăшкăллама хăтланнă.

Следстви палăртнă тăрăх, кăçалхи июлĕн 11-мĕшĕнче ирхине районти пĕр ялта пурăнакан ÿсĕр арçын 17 çулти хĕрача çуртне кĕнĕ. Хĕрача алăк уçăлнă сасăпа вăранса кайнă. Арçын хĕре диван çине пусса ÿкернĕ, карланкинчен ярса тытнă, мăшкăллама хăтланнă. Хĕр-упраç çаврăнăçуллăрах пулнă, вăл пусмăрçă аллинчен вĕçерĕнсе урама тухса тарнă. Çакăн хыççăн арçын та пÿртрен тухнă, анчах каялла кĕнĕ те çывăрса кайнă.

Саккуна пăсса наркотиксемпе сутă тунăшăн преступника маларах та судпа айăпласа тĕрмене хупнă пулнă, унтан вăл 2007 çулта таврăннă.

Хальхи вăхăтра ку ĕç тĕлĕшпе следстви пырать.

Р. РОМАНОВ, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика