АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх хисепĕ - уншăн парне

15 июля 2011 г.

Г.Илларионова выльăх тухтăрне Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ. Çамрăк специалиста "Канаш" колхоза ĕçлеме янă. Пилĕк çултан Галинăна районти ветеринари станцийĕн Чакаçри участокне ертсе пыма лартнă. Çак сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрарăма ял çыннисем тÿрех килĕштерсе пăрахнă. Кирек хăш вăхăтра та вăл чĕннĕ çĕре выльăха сыватма тухса утнă.

Галина Геннадьевна ял-йыш хисепне пысăк награда вырăнне хурать, вĕсенчен тав сăмахĕ илтни тата тăрăшарах ĕçлеме хистени çинчен хавхаланса пĕлтерет. "Хамăн çитĕнĕве пĕрле ĕçлекен Надежда Михайловна Григорьевăпа пайлатăп. Питĕ опытлă ветфельдшер вăл. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, сив сăмах каламасăр ĕçлетпĕр", – терĕ Галина Геннадьевна ĕçтешĕ пирки.

Г.Илларионовăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисе грамоти парса чыс тунă.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика