15 июля 2011 г.
Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çур çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Выльăхсем нушапа хĕл каçрĕç. Кăçал вара улăх-çаранти курăк кăкăр таран ашкăрса ÿснĕ. Утă хатĕрлеме вăхăт çеç пултăр.
Ял хуçалăх предприятийĕсем пĕрремĕш çур çулта 340,8 тонна аш-какай туса илнĕ. Чылай хуçалăхра аш туса илесси ÿснĕ. "Цивиль", "Канаш", "Сормовский" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ хуçалăх какая пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илнĕ пулин те выльăх йышне чакарман. Туса илнĕ мĕн пур аш-какайăн 51 проценчĕ – ĕне ашĕ, 12 проц. – сысна ашĕ, 37 проц. – кайăк-кĕшĕк шĕ.
2622 тонна сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи кăтартăвăн 98 проценчĕпе танлашать). "Цивиль", "Нектар", "Канаш" хуçалăхсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан сăвăма палăрмаллах ÿстернĕ.
Халăхран сĕт пуçтарассипе "Родник" тата "Исток" ОООсем кăна ĕçлеççĕ. Районта пĕр ĕнерен вăтамран 1845 килограмм сĕт суса илнĕ, çакă иртнĕ çулхи кăтартуран 2 процент сахалрах. Чи пысăк сăвăм – Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри ферминче. Кунта кашни ĕнерен 2797 кг сĕт сунă, "Канашра" – 2664 кг, "Цивильте" – 2531 кг, "Агатра" – 2250 кг, "Нектарта" – 2119 кг, Киров ячĕллĕ хуçалăхра – 2267. Сĕт рынокĕнчи лару-тăру хальлĕхе йĕркеллĕ. Сĕт хакĕ çуркуннехи шайра тытăса тăрать. Çавăнпа та ним шутламасăр-тумасăр ĕне выльăх шутне чакарма васкамалла мар, вĕсен йышне ÿстерсе пымалла. Хуçалăхсем пĕр сĕтрен кăна кашни кун чĕрĕ укçа илме пултараççĕ.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 гектар ял хуçалăх çĕрĕ çинче вăтамран 21,6 ц аш-какай (2010 çулта – 18,3 ц) туса илнĕ. Ку енĕпе чи лайăх кăтарту Киров ячĕллĕ хуçалăхăн – 38,2 ц, "Канашăн" – 26,8 ц. 159,5 ц сĕт суса илнĕ (2010 çулхи кăтартуран 3 проц. сахалрах). Чи лайăх сăвăм каллех Киров ячĕллĕ хуçалăхăн. Кунти ĕçченсем 5578 ц сĕт туса илнĕ. "Восход" (278,1 ц), "Канаш" (203,9 ц) лайăх ĕçлесе пыраççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3471 пуç шутланса тăрать, пĕлтĕрхинчен 165 пуç сахалрах. "Цивиль", "Нектар", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Восход", "Исток", "Родник", "Хучель", "Сормовский", "Агат" хуçалăхсенче выльăхсен йышне сыхласа хăварнă, ыттисенче чакарса пыраççĕ.
Районти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 1393 ĕне (2010 çултинчен 51 пуç ытларах). "Цивиль" хуçалăх 43 пуç ÿстернĕ, "Канаш" – 32 пуç. "Пинер" ОООра вара ĕне йышне 34 пуç таран чакарнă. Паян "Пинер" выльăх сутса тунă укçапа парăмсене саплаштарать-ха, ыран вара вăрлăха, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене, саппас пайĕсене мĕнпе туянас тет-ши; Хуçалăхсем майĕпен юхăнса пыраççĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăх пеккисенчен тĕслĕх илсе ĕçлемелле, çавăн чухне кăна выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх кăтартусемпе савăнтарĕ.
Кăçалхи çур çулта 860 пуç ĕнене пĕтĕлентернĕ (пĕлтĕр – 1001 пуç). "Цивиль", "Нектар", "Канаш", "Родник" ĕнесене сиктересси вăхăтра пулса пырать, ыттисенче ĕç-пуç япăхрах. 112 пушмак пăрăва чуптарнă. Кунта каллех "Цивиль", "Нектар", "Исток" лайăх ĕçленине асăнса хăвармалла.
Хуçалăхсем 998 пуç пăру илнĕ. Ку енĕпе лайăх ĕçлекенсем – çÿлерех асăннă хуçалăхсем. Çавăнпа вĕсенче сĕт суса илесси те пĕлтĕрхи шайран палăрмаллах пысăк.
100 ĕне пуçне 57 пăру илнĕ. "Путь Ленина", "Нектар", "Пинер", "Канаш", "Восход", "Исток", "Родина", "Нектар", "Агат" хуçалăхсенче 100 пуçне 50 ытла пăру илнĕ.
Кĕтĕве çĕнетессипе "Путь Ленина", "Канаш", "Восход", "Исток", Киров ячĕллĕ, "Хучель", "Агат" хуçалăхсенче лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсем ватă, чирлĕ ĕнесене çамрăккисемпе, сĕт нумай антараканнисемпе улăштараççĕ.
Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 451 грампа танлашать (пĕлтĕр – 450 грамм). "Путь Ленина" (500 г), "Нектар" (522 г), "Канаш" (506 г), Киров ячĕллĕ (501 г) хуçалăхсенче вăкăрсене япăх мар тăрантарнă, ыттисенче 500 грамран сахалрах. Хăçан та хăçан выльăхсем талăкра 600 грамм ÿт хушма пуçлĕç, çавăн чухне выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăш кÿме тытăнĕ. Выльăхран тупăш илесси вăл мĕнле апатланнинчен тата мĕнле условисенче пурăннинчен нумай килет. Выльăх апачĕн вара пахалăхлă, витаминсемпе пуян пулмалла.
Сыснасем районта – 1242 пуç. Паян сысна çури туянас текен нумай, анчах пирĕн хуçалăхсем тавар туянакана нимĕн те сĕнеймеççĕ. Кÿршĕллĕ регионсенче африка чумин чирĕ алхаснипе пирĕн хуçалăхсем сыснасен йышне чакарма пуçларĕç.
Халĕ выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ вăхăт тăрать, анчах кăçал хуçалăхсем ку енĕпе темшĕн васкамаççĕ-ха. Çумăрсене пула курăк çулма икĕ эрне кая юлса пуçăннă. Хăш-пĕр ертÿçĕсем çак хушăра та курăк çулмалли агрегатсене юсаса хута яма пултарайман. Паянхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене мĕн пур лаптăкăн 36 проценчĕ çинсе кăна çулнă, утта кирлин 25 проц., сенажа 22 проц. чухлĕ кăна хатĕрленĕ. Ытти çулсенче ку вăхăт тĕлне утçи вĕçленнĕ. Чылай хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене перекетлес тесе сенажа технологие пăсса хатĕрлеççĕ. Вăл сенаж мар, тутлăхсăр силос кăна пулать. Сенаж е силос хатĕрленĕ чухне комбайн вакланă курăкăн тăршшĕ 25-300 мм тăршшĕ пулмалла, симĕс массăна урапаллă тракторпа (Т-150) таптатмалла. Çанталăк кăçал хĕвеллĕ кунсемпе питех савăнтармасть, çавăнпа та уяр тăнă чухне пахалăхлă апат ытларах хатĕрлеме тăрăшмалла. Сĕт тасалăхĕпе ăна сивĕтесси çинчен те манмалла мар.
Выльăхсем кун каçипе çаран çинче пулнă чухне витесенче юсав ĕçĕсене пуçламалла, вĕсене дезинфекцилемелле.
С.ВАСИЛЬЕВ, районăн тĕп зоотехникĕ.