13 июля 2011 г.
Чăваш АССРĕн халăх депутачĕсен Канашĕн Канаш район ĕçтăвкомĕн шалти ĕçсен пайĕ 1987 çулта йĕркеленнĕ. Шалти ĕçсен пайĕн штачĕсене Чăваш АССРĕн шалти ĕçсен министрĕн Е.К.Салминăн приказĕпе 1987 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Пай пуçлăхне Александр Николаевич Егоров милици капитанне лартнă. Халĕ вăл милицин отставкăри подполковникĕ, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет.
Малтанласа пай пуçлăхĕн çумĕсем Вадим Петрович Бурмистров майорпа Николай Николаевич Федоров лейтенант пулнă.
Шалти ĕçсен пайĕнче хальхи вăхăтра службăра тăракан Елизар Алексеевич Кошкинпа Нина Наумовна Васильева милици лейтенанчĕсем следователь пулса ĕçлеççĕ. 2011 çулта Альберт Александрович Харьков аслă участковăй отставкăна тухрĕ.
Милици çурчĕ хальхи адреспах вырнаçнă пулнă: Шăхасан ялĕ, Ленин урамĕ, 31-мĕш çурт. Унта малтан Шăхасан ял совечĕ ĕçленĕ. Шалти ĕçсен пайне йĕркелесен пирвайхи кунсенче ял совечĕн специалисчĕсем çав çуртрах ĕçленĕ, каярах урăх вырăна куçнă.
Шалти ĕçсен пайĕн картишĕнче хăмаран тунă пĕр хутлă тепĕр çурт ларнă. Унта пĕр вăхăт патшалăх пушар надзорĕн сотрудникĕсем, каярах участковăйсем, паспортпа виза служби ĕçленĕ.
1990 çулсен пуçламăшĕнче районти çул-йĕр инпекцийĕн пуçлăхĕ Юрий Иванович Иванов ертсе пынипе Шăхасанта Çĕрпÿ-Ульяновск автоçул хĕррине тепĕр çурт туса лартнă. Ку çурта халĕ юсаса çĕнетнĕ, унта ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсен ĕç пÿлĕмĕсем вырнаçнă.
Малтанхи вăхăтра районти милици органĕн УАЗ маркăллă икĕ автомашина пулнă. Сотрудниксен табель хĕç-пăшалĕ дежурнăй чаçре упраннă. Ĕç пÿлĕмĕсенче 5-6 çын ĕçленĕ. 2-3 çынна пĕр пичет машини тивнĕ.
Пай пуçлăхĕ Александр Николаевич Егоров 1994 çулта Çĕнĕ Шупашкарăн шалти ĕçсен пайне куçнă. Ун вырăнне Виктор Софронович Васильева лартнă, вăл районти милицие 2001 çулччен ертсе пынă, кайран ăна Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин аппаратне куçарнă. 2001 çулхи июнь уйăхĕнче шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ пулма Анатолий Георгиевич Кораблев милици подполковникне çирĕплетнĕ, вăл 2003 çулхи июнĕн 3-мĕшĕччен ĕçленĕ. 2003 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 2005 çулхи март уйăхĕччен Олег Николаевич Яковлев милици подполковникĕ ертÿçĕ пулнă. 2005 çулхи мартран пуçласа 2007 çулхи февралĕн 26-мĕшĕччен – Павел Геннадьевич Афанасьев милици полковникĕ, 2007 çулхи мартран пуçласа паян кунччен районăн шалти ĕçсен пайне Юрий Николаевич Егоров ертсе пырать.
1987 çултанпа кунта туслă, çирĕп, районта йĕркелĕхе тытса тăрас тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿсем тунă коллектив ĕçлет. Автотранспорт, хĕç-пăшал, çыхăну хатĕрĕ, компьютер техники çителĕклĕ.
Паян пурнăç сотрудниксенчен профессин çÿллĕ шайне, чăтăмлăх, хăюлăх, тимлĕх ыйтать. Районăн шалти ĕçсен пайĕн личнăй составĕ çăмăл мар условисенче те хăйĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пырать.
2011 çулхи августăн 1-мĕшĕччен мĕн пур сотрудникăн аттестаци тухмалла. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне сотрудниксен штачĕ 26 процент таран чакрĕ.
Пирĕн сотрудниксем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Районта тата шалти ĕçсен пайĕнче йĕркелекен спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. 2011 çулта районти милици команди республикăн Шалти ĕçсен министерстви çуллахи биатлон енĕпе ирттернĕ ăмăртура 1-мĕш, тĕл перессипе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕ.
Районăн шалти ĕçсен пайĕ паян службăра тăракан, тивĕçлĕ канăва тухнă мĕн пур сотрудника Чăваш милицийĕ йĕркеленнĕренпе 91 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлать.
А.МАЛОВ, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, милици подполковникĕ.