АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Катек каччине Мускав та кĕтет

13 июля 2011 г.

Катек шкул историйĕнче кун пекки пулманччĕ: Николай Осиповран маларах никам та Раççей олимпиадине лексе çĕнтерейменччĕ. Кун пирки ĕмĕтленнĕ кăна-ха вĕсем. Паян вара хăйсен вĕренекенĕпе тивĕçлипех мухтанаççĕ: унăн çитĕнĕвĕ ыттисем валли çул уçаканни пуласса, Николай ячĕ шкул историне ĕмĕрлĕхех çырăнса юласса шанаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн, ЧР Президенчĕн стипендийĕсене тивĕçнĕ качча кăçал Раççей ертÿçин премине те (30 пин тенкĕ) парса хавхалантарчĕç.

Пĕтĕм Раççейри хими олимпиадинче виçĕм çул та призерсен йышне лекнĕ-ха Николай. Анчах кăçалхи çĕнтерÿ чылай хаклăрах уншăн – çĕршывăн кирек хăш вĕренÿ заведенине те экзаменсăрах кĕме май парать вăл. Раççей олимпиадинче çĕнтернĕ вун пĕрмĕш класс ачисен çавăн пек çăмăллăх пур. Коля та Мускав патшалăх университетне, хими факультетне, суйланă.

Ачча разьездĕнче çуралнă каччă шкула кайичченех Канаш урлă ирĕн-каçăн чăшлатса иртекен поездсене сăнама кăмăлланă, шухăшпа хăй те пĕрре мар Мускава çитсе килнĕ-тĕр. Ашшĕ, аслашшĕ пекех чугун çул çинче ĕçлеме ĕмĕтленнĕскер çулсем иртсен Мускаври чи чаплă университетра пĕлÿ пухасси çинчен шутлайман та ĕнтĕ.

Ял ачи хăйĕн вăйĕпе, ăс-тăнĕпе, пысăк "куккасен" пулăшăвĕсĕр тĕнчипе палăрнă тĕслĕх сахал мар-ха çĕршыв историйĕнче. Николай пек пысăк шанăç паракан çамрăк паян та чылай. Шкул сакки çинче ларнă чухнех çитĕнĕвĕсемпе савăнтаракансем пуласлăхра хăйсем çинчен пĕрре кăна мар аса илтерĕç. Коля та тăван тетĕшĕ пек хими ăслăлăхĕсен ăсчахĕ таран ÿсме вăрттăн та пулин ĕмĕтленет-тĕр. Анчах кун пирки никама та калас çук вăл. Çын мĕн чухлĕ ăслăрах, çавăн чухлĕ сăпайлăрах текен каларăш та шăпах çавăн пек çынсене кура тухнă-тăр. Пуш сăмах вакласси, хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланасси ют уншăн. Тĕрлĕ предмет олимпиадинче, конкурсра çĕнтерсе икĕ хутчен Пĕтĕм Раççейри "Орленок" кану лагерĕнче канма тивĕçнипе те никам умĕнче те мухтанас çук.

Кольăна лайăх пĕлекенсем унри тепĕр ырă ене палăртмасăр хăвараймаççĕ. Шăпах вăл – кашни ĕçе тĕплĕ тума хăнăхни – çавăн пек çитĕнÿсемпе савăнтарма, тăван шкула ылтăн медальпе пĕтерме пулăшать те ăна. Çамрăк космонавтсен юхăмне те хавхалансах çÿренĕ Коля, маçтăр таран ÿсмесĕр те пăрахман.

Вăл ытла йăвашшăн калаçнине сăнатăн та каллех тĕлĕнетĕн: ăна итлесен Раççей олимпиадинче çĕнтересси те çăмăл пек туйăнать. Анчах ку куçа хуплакан суя чатăр пулнине те ăнланатăн. "Кунĕн-çĕрĕн хатĕрленмесĕр палăрма çук", – теççĕ Коля пек çамрăксене ăслăлăх ăмăртăвĕсене хатĕрлекен ытти ăсчахсемпе учительсем те.

Çут çанталăк панă ăс-тăна куллен çĕнĕ пĕлÿпе пуянлатса, çивĕчлетсе пымасан теприсем хăвăртах иртсе кайĕç. Çакна туйса тăни хăйсене шеллеме памасть вĕсене.

– Коля вĕренсе тухсан шкул пушанса юлнăнах туйăнĕ, – тет Валерий Кириллович Германов директор кăшт куляннăн. – 1966 çулта çĕклесе лартнă пĕр хутлă çуртра вĕренеççĕ пирĕн ачасем. Анчах çакă тарăн пĕлÿ пухас текене кансĕрлеймест. Тулашĕ мар, тĕшши пахарах пирĕншĕн. Сăмах май, хими вĕрентекенĕ Ольга Ивановна Иванова та хамăр шкулах ылтăн медальпе пĕтернĕ. Николай Осипова аслă шкул программисемпе хатĕрлерĕ вăл, унпа темиçе çул уйрăм планпа ĕçлерĕ.

А.ГЕРАСИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика