13 июля 2011 г.
Иртнĕ эрне кун каçхине пăрпа хутăш аслатиллĕ çумăр çурĕ, тăвăллă çил пулчĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Етĕрне тата Муркаш районĕсенчи 40 ял-поселокра электричество линийĕсем татăлса пĕтнĕ, Етĕрне тăрăхĕнче пурăнмалли çуртсен тăррисене илсе ывăтнă. Унсăр пуçне синкерлĕ пулăм ял çыннисен пахчисенчи çимĕçсене сиен кÿнĕ. Телее, аманнисемпе вилнисем нихăш районта та пулман.
Вырсарни кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ О.Макаров пирĕн района килнĕ. Вăл пăрлă çумăра пула сиен курнă хуçалăхсене район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа, агропромышленность организцийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн специалисчĕсемпе пĕрле çитсе курнă. Пĕрчĕллĕ культурăсем 1,5 пин гектар лаптăк çинче çĕр çумне выртнă. Ултă хуçалăх шар курнă: Киров ячĕллĕ, "Мотор" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Агат", "Канаш", "Цивиль", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем. Сиенĕ вăтамран 5 миллион тенке яхăн. Ачча ял тăрăхĕнче пурăнмалли 6 çуртăн тăрри сиенленнĕ. Хальхи вăхăтра пÿрт тăррисене юсасççĕ.
О.Макаров муниципалитета ертсе пыракансен сиене саплаштарма çийĕнчех конкретлă мерăсем йышăнмаллине, çакна тума бизнес-пĕрлешĕве явăçтармаллине, хуçалăхсене сиенленнĕ тыр-пула пухса кĕртме пултаракан техника хатĕрлесе хумаллине палăртнă. "Пĕр-пĕрне пулăшма хуçалăхсене ертсе пыракансен кăна мар, район пуçлăхĕсен те пымалла. Ĕçе Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерстви координацилесе тăрĕ", – тенĕ Олег Витальевич.
"Пулса иртни тĕш тырра вăхăтра страхламаллине пĕлтерет. Çакăн пек майпа харпăр хăй хушма хуçалăх хуçисен те усă курмалла. Çапла тунипе вĕсем çут çанталăк синкерĕсенчен хÿтĕленĕç", – тенĕ малалла премьер-министр. Уйсене пурне те малтанах страховани тунă. Хуçалăхсенче "Чувашия-поддержка" страховани компанийĕн специалисчĕсем пулса сиенленнĕ тĕш тырă анисене хак парĕç. Питĕ кирлĕ пулсан, республика правительстви аграрисемпе халăха пулăшакан резерв фончĕпе усă курас тĕллевлĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.