13 июля 2011 г.
Вырсарни кун Атăл çинчи Куйбышев шыв управĕнче пулнă хăрушă инкек çĕршыва кисретрĕ. Вун-вун çын пурнăçĕ татăлнă...
Тивĕçлĕ тытăмсем пĕлтернĕ тăрăх, "Булгария" теплоход 14 сехет тĕлнелле Тутарстанри Сюкеево сали тĕлнелле çыранран 3 çухрăмра путнă. Карап çинче пулнă йыш тĕлĕшпе тĕрлĕрен калаççĕ – 200 çын патнелле пулнă теççĕ. 80 çынна çăлма май килнĕ. Тунти кун МЧС çакăн пек информаци сарчĕ: водолазсем 20 метр тарăнăшĕнче выртакан карап трюмĕсене тĕпченĕ, вĕсенче çынсен 110 ÿчĕ пулнине çирĕплетнĕ. Паллах, çакă – разведка даннăйĕсем, юлашки пĕтĕмлетÿ мар.
Асăннă вырăнта Атăл шывĕ питĕ сарлака – 20 километр чухлех. Путнă карап питĕ кивĕ – 1955 çулта тунă. Унпа туристсене илсе çÿреме усă курнă. Ку хутĕнче теплоходра ачасем нумаййăн пулнă. Пĕрисем 30 теççĕ, теприсем икĕ хут пысăкрах цифрăна калаççĕ.
Инкек пулнă вырăна Тутарстанпа кÿршĕллĕ республикăсен çăлавçисем килнĕ. Чăваш Ентен вун çиччĕн, саккăрăшĕ – водолаз, пĕрле катер тата çăлав хатĕрĕсем илнĕ. Вĕсем ĕçе пуçăннă.
РФ МЧСĕн Тутарстанри Тĕп управленийĕнче оперативлă штаб туса хунă. "Хĕрÿ лини" ĕçлет, (843) 227-46-56 номерлĕ телефонпа лару-тăру пирки тата çăлăннисемпе вилнисен списокĕ çинчен ыйтса пĕлме пулать. Ĕнер Тутарстанра хурлăх кунĕ пулнă. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полнмочиллĕ представителĕ Григорий Рапота вилнисен тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтерсе инкек сăлтавне палăртас енĕпе, малашне кунашкалли текех ан пултăр тесе пĕтĕмпех тума шантарнă.
"Хыпар" хаçатран.