АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хакли - çемье, юрату тата шанчăклăх

13 июля 2011 г.

Иртнĕ эрне кун пирĕн çĕршывра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕç. Çак куна сăваплă Петр тата Феврония Муромскисене халалланă. Тĕпчевçĕсем историе кĕрсе юлнă çак мăшăр вăтам ĕмĕрсенче пурăннă тесе çирĕплетеççĕ. Петрпа Феврония чăн-чăн юратăвĕпе, пĕр-пĕрне чунран парăнса, ăнланса, пулăшса пурăннипе мĕн пур мăшăршăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсене усал çынсен сăмахĕ те, инкек-синкек те, нимĕнле йывăрлăх та çĕнтерме пултарайман. Мĕншĕн тесен таса та ырă чунлăскерсем пĕр-пĕрне шаннă, пĕрле канашласа йывăрлăхсене çĕнтерме май тупнă. Çемье ăшшинче ĕмĕрленĕ Петрпа Феврония вăхăт çитсен пĕр кунра, пĕр сехетре çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Кил вучахне пурнăç тăршшĕпех вăй-хăват парса тăракан çемье паян та сахал мар. Шăпах çавăн пек çемьесене чысларĕç те эрне кун район администрацийĕнче ЗАГС пайĕ йĕркеленĕ пысăк мероприятире. Уява уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов унта пуçтарăннисене ăшшăн саламлăрĕ. Çемье – этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ пулнине, кил ăшшинче ачан кăмăлĕ çирĕпленнине, вăл юратупа телей, тимлĕх, тăванлăх, шанчăклăх туйăмĕсене ăнланса ÿснине палăртрĕ. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăл-Вятка банк Канашĕн председателĕн çумĕ – Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В. Александров, "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ А.Тен салам сăмахĕсем çумне хушăнса нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине каларĕç.

2009 çултан пуçласа кашни çулах июлĕн 8-мĕшĕнче çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Пурнăçа пархатарлă пурăнса ирттерекенсене орден-медальпе чыслаççĕ. Кăçал та 15 çемьене Чăваш Республикин "Юратупа шанчăклăхшăн" орденĕпе, тепĕр пилĕк мăшăра çакăн ятлă медальпе наградăланă.

Орден тата медаль илнисен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур. Энтриялĕнчи Гурьевсене ырă ĕçĕсемшĕн "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль панă. Асхва ял тăрăхĕнче пурăнакан Васильевсене районта ирттернĕ уявра орденпа чысларĕç.

Ĕмĕре Турă çырнă юратнă мăшăрпа телейлĕ пурăнса ирттерекен мăшăрсем çемье çирĕплĕхĕ чи малтанах тÿсĕмлĕхрен, килĕшÿрен, ĕçченлĕхрен килнине палăртаççĕ. Пирĕн районта 50, 60, 65 çул пĕрле пурăнакан мăшăр сахал мар.

Раиса Александровнăпа Михаил Васильевич 53 çул пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса ÿстерсе вĕсене тĕрĕс воспитани, пĕлÿ панă. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Раиса Александровна пурнăçне шкулта ĕçлесе ирттернĕ, Асхвари пуçламăш шкул заведующийĕ пулнă, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Михаил Васильевичăн та ĕç стажĕ пысăк – 47 çул. "Кĕнеке вулама яланах юратнă эпĕ. Унти ырă сăнарсенчен тĕслĕх илнĕ. Пĕрле çур ĕмĕр пĕр çăвартан пурăнма юрату пулăшать. Тавлашура, чашăк-тирĕк шакăртатнă самантсенче те çав туйăм çĕнтерет. Юратма талант кирлĕ. Çемьен саккунĕ çирĕп пулмалла: мăшăрăн пĕр-пĕрне хисеплемелле, йывăрлăх килсе çапрĕ тĕк – нăйкăшмасăр тÿссе ирттермелле", – терĕ Раиса Александровна çамрăксене канаш парса.

Çакăн пек килĕшÿллĕ тепĕр мăшăр Сителте пурăнакан Зоя Петровнăпа Василий Павлович Павловсем пулчĕç. Вĕсем çемье чăмăртанăранпа кăçал 50 çитнĕ. Мĕнлерех ăшшăн пăхаççĕ пĕр-пĕрин çине. Юрату кăварĕ паян та çамрăк чухнехи пек, тен, вăйлăрах та, ялкăшни сисĕнсе тăрать. Зоя Петровна Сителти пуçламăш шкул заведующийĕ пулнă. Василий Павлович Уралти вăрман техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри вакунсем юсакан заводра вăй хунă, "Канашлеспромхоз" предприятире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ача-пăча ÿстерсе аслă пĕлÿ панă. Владислав Васильевич Павловсене çур ĕмĕр пĕрле пурăннă ятпа саламласа тата район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав туса çырнă дипломпа хавхалантарчĕ.

Çемьепе юрату кунне халалланă уяв мероприятийĕн савăнăçлă тепĕр саманчĕ вăрçă участникĕсен мăшăрĕсене тата тыл ветеранĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен свидетельство пани пулчĕ. Кинемейсем хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн республика тата район ертÿçисене куççуль витĕр чĕререн тав турĕç. Паянхи куна районта пурăнакан 150 çын асăннă свидетельствăна алла илнĕ, тата 200 çын черетре тăрать. 19 ветерана хăйсен тăван ялĕнче çурт туса панă.

Уявăн виççĕмĕш пайĕнче ача амăшĕ пулма хатĕрленекен çамрăк хĕрарăмсен конкурсĕ иртрĕ. Амăшĕсем хăйсен çемйипе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, юрă-кĕвĕри пултарулăхне кăтартрĕç. ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем вĕсене парнепе хавхалантарчĕç.

Çемьепе юрату уявĕ питĕ кăмăллă иртрĕ. Районти тата Сиккассинчи культура çурчĕн артисчĕсем ăна савăк юрăсемпе тата та илемлетрĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика