08 июля 2011 г.
Çаплах çав... Чылайăшĕ мунчара хурăн е юман милĕкĕпе çапăннине, унтан сивĕ шыва е юр ăшне чăмнине çăтмахпа танлаштарать. Пĕр тăван Федоровсем те ашшĕ-амăш килне – Аслăяла – пуçтарăнсан тÿрех ĕçе пуçăнаççĕ: пĕри мунча хутса ярать, тепри картишĕнче тăрмашать, виççĕмĕшĕ апат пĕçерет... Халĕ ашшĕ-амăшĕ çук ĕнтĕ. Пур пĕр "ĕлĕкхине" манмаççĕ хĕрсем. Вĕсем çуралнă кĕтесе килни ял халăхĕшĕн те савăнăç. Лида, Лена тата Светлана юрă шăрантарнине итлеме шăкăрин пуçтарăнаççĕ вара. Ашшĕ шÿтлеме, амăшĕ юрлама кăмăллани ачисене те куçнă. Лидия Сарине çыравçăн шÿтлĕ-йĕплĕ калавĕсене, сăввисене пĕлетех ĕнтĕ вулакан (хальччен вунна яхăн кĕнеке кун çути кăтартнă вăл). Пĕр тăвансене харăсах курма йывăртарах та, йăмăкĕсем çинчен каласа пама Лидия Михайловнăна – Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хураканскере чĕнтĕмĕр паян.
– Виçсĕмĕр те Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренсе пĕтернĕ эпир. Светлана Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче те пĕлÿ илнĕ. Малтан училищĕрех, кайран Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлерĕ. Çемье çавăрсан Тверь облаçне тухса кайрĕç. Унта канăçсăрскерĕн клубсене йĕркене кĕртес, ĕçлеттерес тесе сахал мар тăрăшма тивнĕ. Халĕ Шупашкарти 117-мĕш ача садĕнче музыка ертÿçи, çав вăхăтрах Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкăри клубра тата ача садĕнче çав ĕçпех тăрмашать. Ял кунĕ ирттересси йăлана кĕнĕ халĕ вĕсен. Светланăн тÿпи те пĕчĕк мар теççĕ. Лена "Коммунальные технологии" пĕрлешÿре вăй хурать. Çемьере улттăн эпир: 3 хĕр, 3 ывăл. Пĕр-пĕриншĕн питĕ тунсăхлатпăр.
– Тăвансен хирĕçкелесси пулать-ши;
– Чĕрене илмелли сивĕ сăмах каламастпăр. Ахаль те сайра хутра кăна пухăнатпăр-çке. Пĕр-пĕрне ăнланманни пулсан, çураçтараканни – Лена. Светлана тутлă пĕçерет те, ăна пĕрле пуçтарăнма май килсен ытти ĕçрен хăтаратпăр, хамăр ĕçне те тăватпăр, юрлатпăр та.
– Украин халăх юррисем пур сирĕн репертуарта. Мĕнле вĕренетĕр;
– Украинăра 10 кун пурăнма тÿр килнĕччĕ манăн. Туйсем мĕн тери ташă-юрăллă унта, пĕлесчĕ сирĕн! Хăнăхрăм, вĕрентĕм. Юрлатпăр халĕ. Светлана купăспа, балалайкăпа, пианинăпа... калама пĕлет, Лена аккордеон алла илнĕ – пĕтĕмпех хамăрпа эппин. Пĕтĕмĕшле репертуара Светлана хатĕрлет. Унăн "çăкăрĕ" çакă.
– Хальхи саманара хамăра хамăр та шанма хушмаççĕ те, тăванăрсемпе чуна уçса калаçма пултаратăр-и;
– Пулаççĕ вĕт-ха пурнăçра йывăр самантсем. Юлташсем çук мар та, чуна пур пĕр йăмăксене уçса паратăп. Вĕсем мана пĕлеççĕ, ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Ансатрах пурăнма тăрăшатăп, "хура" ĕçсем тумастăп пулин те пулать вăл çынпа çын пĕр-пĕрне ăнланманни. Балкон умĕнче груша йывăçĕ пур манăн. Хваттерте – йĕри-тавра чечек. Вĕсен хушшинче чунпа канатăп вара. Сад пахчинчи пек туятăп.
– Сирĕн "Эп сенкер тÿпере вĕçсе курнă..." текен сăвă йĕркисем пур.
– Ку ытарлă каланă шухăш ĕнтĕ – Тăван çĕршыва юратни çинчен.
Эп сенкер тÿпере вĕçсе курнă,
Чун сÿлетнĕ тахçан. Çавăнпа
Çĕр çинчех пурăнма тупа тунă
Çумăрпа, тăвăлпа савăнса...
Лидия Михайловна пирĕн район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытать. Унăн кулăшла, çав вăхăтрах ăса вĕрентекен калавĕсем "Канаш енре" час-часах кун çути кураççĕ. Лидия Сарине хайлавĕсене вуланă чухне хăвна çав самантра, çав лару-тăрура пулнă пек туйса илетĕн. Диалогсемпе çырнă калавĕсем чĕрĕ калаçу евĕр вуланаççĕ кăна мар, илтĕнеççĕ те тейĕн. Тата çав калавсенчен сценка хатĕрлесе лартма пулать.
Саринен ачасем валли çырнă сăввисем мĕнешкел сăнарлă тата çăмăллăн вуланаççĕ. Вĕсенче каллех хамăра палласа илме пулать, мĕншĕн тесен абстрактлăх мар, пурнăç ÿкерчĕкĕсем мала тухаççĕ Сарине çыравĕнче. Лидия Михайловнăн ĕçĕсем пирĕн хаçатра малашне те хăйсен вырăнне тупасса шансах тăратпăр.
Л.РИГЕЛЬ калаçнă.