АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕхе хăнăхса çитĕпĕр-ши?

08 июля 2011 г.

Ку хутĕнче административлă комиссие чĕнтернĕ 43 çынран хĕрĕхĕшĕ ял-урам хушшисене тирпей-илем кÿмелли правилăна пăснăшăн, виççĕшĕ юраман вырăнта сутă ĕçĕ йĕркеленĕшĕн "хура" списока çакланнă. Комисси членĕсем участковăйсем "айăплисем" тĕлĕшпе çырнă протоколсене пăхса тухса çирĕм икĕ çынна асăрхаттарчĕç, çирĕм пĕрĕшне штраф тÿлеттерме йышăнчĕç.

Хĕллехи вăхăтра урай çунă шыва, ытти тасамарлăха урама тухса тăкса айăпа кĕнĕ пулсан, халĕ, çулла, строительство материалĕсене çурт умĕнче тирпейсĕр вырттаракан кил хуçисем "лекеççĕ". Стройматериалсене урам варринче вырттармалла мар. Вĕсене тирпейлемелле те йышăнакан лаптăкшăн аренда укçи тÿлемелле. Квитанци кăтартсан участковăйсем протокол та çырмаççĕ. Паллах, мĕн пур стройматериала картишне вырнаçтарма май çук. Çавăнпа, ан тив, вăл хапха умĕнче вырăн тупсан та, тирпейлĕх малта пулмалла.

Административлă комиссин иртнĕ ларăвне квитанципе килекен чылай пулчĕ. Çÿлерех асăннă ыйтупа ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем ăнлантару ĕçĕсем ирттерни курăнчĕ. Çапла майпа тирпейлĕхе хăнăхса çитĕпĕр-и, тен...

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика