АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулапа район пурнăçне Çутатать, пархатарлă ĕçне...

08 июля 2011 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 70-80 "").

Хаçатра пичетленнĕ çивĕч хайлавсем тепĕр чухне партин хулапа район комитечĕсенче "хыттăн" калаçтарнă, вĕсене ĕç коллективĕсенче те сÿтсе явнă, палăртнă çитменлĕхсемпе йăнăшсене пĕтерме мĕнле мерăсем йышăнни çинчен хуравсем панă. Енчен те хăш-пĕр ертÿçĕ хаçатри критикăна тивĕçлĕ вырăна хумасан е ун çине алă сулсан, редакци ăна айăп-çылăхсене аса илтерсе "Хаçатра çырнă хыççăн", "Çыру йĕрĕпе" рубрикăсемпе реплика пичетлесе тепре пĕçерккĕ лектернĕ, ĕç-пуçа вĕçне-хĕрне çитернĕ.

Ÿрĕк-сÿрĕк пуçлăхсене, халăх пурлăхне çаратакансене, юлхавсемпе кахалсене хаçат "Фома Протира кĕтесĕнче" питленĕ. Уйăхра пĕрре тухакан сатира хайлавĕсен пуххинче фельетонсем, кулăш-камитсем, карикатурăсем пичетленнĕ. Сатира кĕтесне редакторăн дупляж енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.А.Ривин йĕркелесе пынă.

1991 çулхи кăрлачран, Раççейре обществăпа политика пурнăçĕ тĕпĕ-йĕрĕпе улшăнсан, хаçат "Канаш" ятпа тухма пуçланă.

1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи Информаципе пичет министерстви, редакци коллективĕ, Канаш хулипе районĕн администрацийĕсем хаçат учредителĕсем пулса тăнă. Хаçат историйĕнчен кирек мĕнле власть органĕ те ăна контроллесе тăма, уçăмлăрах каласан, çирĕп алăра тытма тăрăшни аван курăнать. Парти диктачĕ кивĕлĕхре юлнăçемĕн массăллă информаци хатĕрĕсем право никĕсĕ çинче аталанаççĕ, халĕ вĕсене Раççей Федерацийĕн "Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен" калакан Саккун хÿтĕлет.

1996 çулта редакци хаçата компьютерпа пухса калăпламалли меслет çине куçрĕ, хаçат офсет мелĕпе çапăнма пуçларĕ. Çавна май редакцире компьютер пайĕ уçăлчĕ. Çак пай пуçлăхĕ Сергей Семенов тата калăплав редакторĕ Любовь Данилова хаçатăн кашни номерне хитре те типтерлĕ тăвассишĕн хытă тăрăшрĕç. Çĕнĕ технологи пĕр вăхăтрах савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те: компьютер пухса хатĕрленĕ страницăсене пленка çине кăларать, типографире ăна офсет пластини çине куçараççĕ те машина пĕтĕм тиража çур сехетре пичетлесе пĕтерет. Хаçата алла илме те кăмăллă: килĕшÿллĕ вырнаçтарнă материалсенче сас паллисем таса та уçăмлă, сăн ÿкерчĕксен пахалăхĕ, унчченхи пичет шайĕпе танлаштарсан, çав тери пысăк.

2000 çулхи утă уйăхĕнче "Канаш" хаçатпа вырăнти типографие пĕрлештерсе "Канашри издательство çурчĕ" патшалăх предприятийĕ туса хучĕç. Унăн директорĕ пулма Н.И.Павлова, унччен Канашри элеватор пуçлăхĕнче ĕçленĕскере, журналистика тата полиграфи тĕлĕшĕнчен ним пĕлмен çынна çирĕплетрĕç. Пĕрлештернĕ хыççăн редакци юридици тĕлĕшĕнчен хăйĕн вăйне çухарĕ, çĕнĕ предприятин структура сыпăкĕ пулса юлчĕ. Ăна хула администрацийĕнче халиччен тăваттăмĕш хутра арендăланă çутă та хăтлă пÿлĕмсенчен 1962 çулта туса лартнă типографи çуртне куçарчĕç. Редакцин пĕтĕм коллективне, директорпа унăн çумĕ-тĕп редакторсăр пуçне, пичет цехĕ пулнă пĕр аслă пÿлĕме вырнаçтарчĕç. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать, тенĕн, çĕнĕ предприятин çĕнĕ пуçлăхĕ "çĕнĕлле" ĕçлеттерме пуçларĕ: ĕçе миçере килетĕн, миçере тата ăçта каятăн - хуралçă-вахтер вăхăта кăтартса йăлтах журналта çырса пырать. "Мĕнле айăпшăн ку "тĕрмене" хупрĕç пире;" - йÿççĕн шÿтлетчĕç хаçатçăсем, решеткеллĕ чÿречерен урмаллла тинкерсе. Унччен общество корреспонденчĕсем редакцие ирĕккĕн кĕрсе тухнă, хаçатçăсемпе канашласа хăйсен хайлавĕсене тишкерсе тÿрлетÿсем кĕртнĕ, халĕ вара вĕсен журналистсене вестибюльте кĕтсе тăма тивнĕ, редакцие кĕрес-тăвас пулсан кам патне мĕнле ыйтупа килнине журналта палăртмалла пулнă. Çак бюрократи чăрмавĕ нумай автора редакцирен пистерчĕ, хаçата çыракансен йышĕ чылай чакрĕ. Редакци издательство çуртĕнчен уйрăлса хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçларĕ те, хаçат тусĕсем пирĕн пата йышлăн килсе çÿреме пуçларĕç.

2002 çулччен "Канаш" хаçат чăвашла тата вырăсла дупляжпа тухса тăнă. Çав çулта вăл хулан уйрăм хаçачĕ пулса тăнă. Çакă Канаш хулин аталанăвне туллин те анлăн çутатса тăма май пачĕ.

"Канаш" (унччен "Коммунизмшăн") хаçат ячĕ-сумĕ пĕчĕк мар. 1971 çулта ăна полиграфи тĕлĕшĕнчи капăрлăхĕпе мала тухнăшăн Пĕтĕм Раççейри конкурсра виççĕмĕш степень Дипломпа чысланă, 1972 тата 1976 çулсенче çав конкурсрах парнепе хавхалантарнă. Экологи тата тăван тавралăх ыйтăвĕсене анлăн çутатнăшăн 1982 çулта Пĕтĕм Раççейри çут çанталăк сыхлавĕн обществи хаçата грамотăпа палăртнă. Чăваш Ен журналисчĕсен Союзĕ, тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсем район-хула хаçачĕсем хушшинче çулсерен ирттерекен республика конкурсĕсенче пирĕн хаçат пĕрмаях малти вырăнсене çĕнсе илет.

2009 çулта "Канаш" хаçат Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Йышăнăвĕпе (14.11.2005 ç., 276 ") килĕшÿллĕн Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттерекен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен республикăри конкурсне хутшăнчĕ. "Район (хула) хаçачĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ" номинацире пирĕн "Пресса тата халăхăн право ăнланăвне йĕркелесси" проект çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Çак проекта хатĕрлеме П.Ефимов корреспондент нумай вăй хучĕ.

"Вĕрентÿ", "Сывлăх сыхлавĕ", "Хăтлă та йÿнĕ çурт-йĕр", "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине те хаçат анлăн çутатать.

Хулапа район историйĕнче "Коммунизмшăн" хаçат манăçми çутă йĕр хăварнă - кун пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Информаци фронтĕнче нумай çул ырми-канми ĕçленĕ калем ăстисем вара хаçат историне кĕрсе юлнă. Вĕсенчен хам пĕлекеннисене асăнса хăварам-ха: В.П.Прокопьев, П.И.Ефимов тĕп редакторсем, редактор çумĕсем - А.В.Кузнецов, А.П.Казанов, С.И.Максимов, Л.А.Ривин, В.С.Лапин, пай пуçлăхĕсем - И.К. Кузьмин, А.В.Савельев, М.В.Васильев, В.В.Васильев, Н.Н.Николаев, Ю.А.Каховский, яваплă секретарьсем - В.Я.Яковлев, А.В.Тямина, корреспондентсем - И.И.Жадецкий, И. Г.Игнатьев, И.А.Алексеев, А.В.Фадеев фотокорреспондент, куçаруçăсем - Г.С.Игнатьев, Н.В.Семенва, Н.А. Игнатьева, корректорсем - М.З. Григорьева, З.З.Игнатьева...

Халĕ А.И.Владимиров тĕп редактор, В.А.Алексеев яваплă секретарь, И.И.Андреева, А.В.Мясников корреспондентсем, компьютер калăплавĕн операторĕ И.В.Храмова, К.Н.Емельянова корректор вĕсен пархатарлă ĕçне чыслăн малалла тăсаççĕ. Пичет ветеранĕсем П.И. Ефимовпа В.С.Лапин, пенси çулĕсене пăхмасăр, журналистикăра çанă тавăрсах вăй хураççĕ.

Вырăнти пичетре нумай çул тăрăшса тата ÿсĕмлĕн ĕçленĕшĕн Н.А.Игнатьева куçаруçăпа В.А.Алексеев (Ачча) яваплă секретарь "Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. В.С.Лапин, И.Г.Игнатьев, С.И.Максимов чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ сумлă премине çĕнсе илнĕ.

Пурнăç çакна çирĕплетет: массăллă пичет информаци хатĕрĕсем "суверенитет" тытăмĕнче пулни усăллă тата юрăхлă, урăхла каласан, Раççей Конституцийĕн 29-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ĕçлесе пурăнмалла. Çак статья вара кирек кама та шухăшлавпа сăмах ирĕклĕхĕ шантарать, саккуна пăхăнса информаци шырама, ăна илме, пама, хатĕрлеме тата сарма ирĕк парать, цензурăна хирĕçлет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчи 33 "-лĕ Йышăнăвĕпе Культура министерствин "Канашри "Канаш" район хаçачĕн редакцийĕ" республикăри патшалăх учрежденийĕ йĕркеленчĕ. 2009 çулта вăл автономи учрежденийĕн статусне илчĕ.

(Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика