АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ячĕпе - велочупу

08 июля 2011 г.

Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Канашри велочупăва юратакансен ушкăнĕ иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче çĕршывăн кăнтăр чиккисене сыхланă чухне пуçне хунă Р.Желудкин подполковникăн çуралнă кунĕнче (утă уйăхĕн 5-мĕшĕ) унăн тăван ялĕнче Аччара пулма шутланă. Вĕсен çулĕ (130 çухрăм) Çĕнĕ Шупашкар, Шуршăл кукăрĕ, Энĕшкасси Кушкă, Сĕнтĕрвăрри кукăрĕ, Нĕрĕш, Мăнçут, Кайри Ăнтавăш, Ухман, Шăхасан, Хирпуç витĕр выртнă. Аччара велосипедистсене Русланăн тăванĕсемпе тусĕсем, ял çыннисем, ял тăрăхĕн администрацийĕн представителĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Руслан çуралса ÿснĕ çуртра унăн ашшĕпе Николай Васильевичпа, амăшĕпе Александра Константиновнăпа, йăмăкĕпе Людмилăпа, тăванĕсемпе çывăхрах паллашнă. Культура çурчĕн картишĕнче Руслана асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртнĕ, чечек çыххисем хунă.

Тепĕр кунне Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров генерал-майор ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕнче экскурсире пулнă. Унăн директорĕ Я.Трофимов шкул историйĕ, унтан вĕренсе тухнă чаплă çынсем çинчен каласа панă, Р.Желудкин кунта вĕреннĕ çулсене аса илнĕ. Руслан вил тăприйĕ çине кайса килнĕ хыççăн хăнасем культра çуртĕнче ял çыннисемпе тĕл пулнă, унăн ачалăхĕ, шкулта вĕренни, чикĕре службăра тăни çинчен видеосюжетсем пăхнă.

Велочупăва хутшăннисем чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕн çуралнă ялне кайма пулăшнăшăн район администрацине, Ачча ял тăрăхне тав тунă.

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика