АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта - выльăх апачĕ хатĕрлесси

08 июля 2011 г.

Тунти кун район администрацийĕнче тĕрлĕ служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен анлă ларăвĕ республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн финалти вăйисенче "Кадетсем" ушкăнра мала тухнă Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадетсен "Çĕнтерÿ" класне чысланипе пуçланчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пакунлă яшсемпе хĕрсене сцена çине хăпарма ыйтса Тав çырăвĕпе тата парнепе хисеп турĕ. Отделени командирĕ А.Петров программăри заданисене мĕнле пурнăçлани, пĕрремĕш вырăна мĕнле çĕнсе илни çинчен каласа пачĕ.

Ларăвăн пĕрремĕш ыйтăвĕпе АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Сăмах районта выльăх апачĕ хатĕрлесси епле пыни çинчен пычĕ. Çĕртме уйăхĕ çумăрлă пулнипе утçи кирлĕ пек вăй илеймерĕ. Утă уйăхĕ ăшă та хĕвеллĕ кунсемпе савăнтарать. Курăксене çулса типĕтес, сенаж хатĕрлес ĕçсем самаях хăвăртланчĕç. Анчах пур çĕрте те мар çав. "Родина", "Янишево", "Мотор", "Пинер", "Вперед" хуçалăхсенче ешĕл массăна пухса кĕртессине тимлесси çителĕксĕр. Механизаторсене ĕçшĕн тÿлесси тивĕçлĕ шайра мар. Вĕсене сăмахпа хавхалантарни усса пымасть. Сăмахсене укçа çине куçарнине кăмăллаççĕ вĕсем. Чылай çĕрте дисциплина хавшани сисĕнет. Ĕçе хĕрĕнкĕ пуçпа тухас йăла та пĕтмест-ха. Ĕç укçи илнĕ хыççăн мухмăр чирĕ нушалантарнипе вырăн çинче йăваланса е мухмăр чĕртмелли шыраса вăхăта ирттерни те çĕнĕлĕх мар. Утçи мĕнле пынипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тăтăшах интересленмелле, уя тухса кĕме ÿркенсе тăмалла мар.

Ял хуçалăх темипех Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Воробьева сăмах илчĕ. Вăл харпăр хăй хушма хуçалăха аталантарма кредит илесси çинче чарăнса тăчĕ. Çак кирлĕ ĕçе Хучел, Карăклă, Сухайкасси, Ухман ял тăрăхĕсенче аван йĕркеленĕ. Шаккăл, Кăшнаруй, Çĕнĕ Чалкасси, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсем пирки çак сăмахсене калама çук.

Республикăра çанталăк шăрăх тăнипе юхан шывсемпе кÿлĕсенче, пĕвесенче путса вилекенсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Шыва кĕмелли сезон пуçланнăранпа 24 çын пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен 6-шĕ – пирĕн районтан. Ытларах чухне инкексен сăлтавĕ – ÿсĕр пуçпа шыва кĕни. Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ О.Егоров шыва кĕме юраман вырăнсем çинчен халăх патне массăллă информаци хатĕрĕсем тата курăмлă агитаци урлă çитерме хушрĕ, медицина ĕçченĕсене тата милицин участоксенчи инспекторĕсене çынсем шыва кĕрекен вырăнсенче тăтăшах пулмаллине палăртрĕ, ял тăрăхĕсен активĕнчен çак енĕпе яваплă çынсене лартмаллине аса илтерчĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе, çынсене инкеке кĕрсе ÿкессинчен сыхлас тĕллевпе ăнлантару калаçăвĕсем ирттерессине вăйлатма, шыва ÿсĕрле кĕрессине, шыва кĕмелли вырăнсенче алкоголь продукцийĕсем сутассине чарма сĕнчĕ.

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрсене хатĕрлес ĕçсем мĕнле пыни çинчен пурăнмалли çуртсен хуçисен "Уют" пĕрлĕхĕн председателĕ И.Гаузе, районăн тĕп врачĕ Р.Федорова, культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю. Алексеев паллаштарчĕç.

Кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хула шкулĕсенче тытрĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев паллаштарчĕ. Шел пулин те, чылай предметпа республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Юрий Серафимович ачасен çуллахи канăвĕ çинчен те каласа кăтартрĕ. Пĕрремĕш смена вĕçленчĕ, иккĕмĕшĕ пуçланчĕ.

Культура сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район библиотекин информаципе методика пайĕн тĕп методистне Л.Егоровăна Раççей Федерацийĕн Культура министерствин тата культура ĕçченĕсен профсоюзĕн, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн водительне Н.Иванова культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл ытларах выльăх-чĕрлĕх апачĕ, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен калаçрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика