06 июля 2011 г.
Вырăнта выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси еплерех пулса пынине районти пресс-центр уçăмлăн çутатать. Анчах та юлашки вăхăтра унти цифрăсем вăраххăн ÿссе пыраççĕ. Çумăр тăтăшах çуни çак чăрмавăн тĕп сăлтавĕччĕ, анчах та эрне ытла хĕвел хĕртсе пăхать пулин те çитĕнÿсем пур пĕрех курăнмаççĕ-ха. Утă хатĕрлеме районта пилĕк хуçалăх çеç тухнă: "Цивиль", "Хучель", Киров ячĕллĕ, "Сормовский", "Исток". Вĕсем пĕтĕмпе 100 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ, çакă выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарма кирлин 3 проценчĕ çеç (план – 3160 тонна). Сенаж хатĕрлессипе вара тăватă хуçалăх ĕçлет: "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Урюм", "Восход". Вĕсем районта сенаж янтăлама пăхса хăварнă планăн 9 процентне анчах пурнăçланă (пĕтĕмпе кирлĕ – 17880 тонна, ешĕл массăна 1690 тонна хывнă). Силос планне хальлĕхе пурнăçлама тытăнман-ха. Танлаштарса пăхма, Шупашкар, Тăвай, Вăрмар тата Комсомольски районĕсем выльăх апатне хĕл каçарма кирлин çуррине пуçтарса кĕртнĕ те ĕнтĕ. (Кăтартусене çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне илсе кăтартнă).
Утçире хастар ĕçлесе пыракансем пирĕн районта та çук мар, паллах, анчах та вĕсем шутлă çеç. Ыттисене вĕсен паха опычĕпе паллаштарас тĕллевпе иртнĕ кĕçнерни кун районта ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Хуçалăх ертÿçисем Киров ячĕллĕ ЯХПКна тата "Цивиль" пĕрлĕхе çитсе курчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.
Канашлăва лариччен хуçалăх ертÿçисемпе хăнасем çÿлерех асăннă хуçалăхсен уй-хирне тухса кĕчĕç, утçи еплерех пынипе паллашрĕç (ÿкерчĕкре). Киров ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Н.Андреев механизаторсем çитменни ĕç хăвăртлăхне чăрмав кÿнине палăртрĕ. Çак сăлтава пула пĕр çыннăн харăсах темиçе техникăпа ĕçлеме тивет. Николай Данилов, сăмахран, УАЗ автомашинăпа та, "КАМАЗпа та, бензовозпа та çула тухать. Ертÿçе турттаракан водитель курăк тураса вĕтетекен комбайн çине ларнă, ăна хуçалăха икĕ уйăхлăха практикăна килнĕ студент вăхăтлăха улăштарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисем тăван хуçалăха ĕçлеме тухни те пысăк пулăшу.
Кировецсем ял хуçалăх культурисен уйĕсене хими препарачĕсемпе çум курăкран тасатассипе ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. "Россельхозцентр" представителĕсем гербицидсемпе пĕрле ÿсен тăрана чир-чĕртен сиплекен тата сăтăрçăсенчен сыхлакан препаратсене хутăштарса сапмаллине, çакăн пек туни экономика тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Кăçал çанталăк условийĕсене пула ял хуçалăх культурисен сăтăрçисем уйрăмах йышлăн сарăлнă иккен, вĕсемпе вăхăтра кĕрешмесен тухăçа самаях çухатма пулать.
Нумаях та вăхăт иртмĕ "уй-хир карапĕсем" тырă çапма тухĕç. Анчах та унччен маларах комбайнсене техтĕрĕслев кăлармалла. Патшалăх технадзор инспекцийĕн районти начальникĕ А.Петров пĕлтернĕ тăрăх, техтĕрĕслев графикне çирĕплетнĕ, вăл районта утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен пырĕ. Çак яваплă тапхăрччен шутлă кунсем юлчĕç, çавăнпа та юсав ĕçĕсене хăвăртлатмалла.
Ĕççие кĕрсе кайнă май фермăсем çинчен те манмалла мар. Витесене юсаса йĕркене кĕртмелле, шуратмалла, дезинфекцилемелле. "Цивиль" пĕрлĕхĕн сĕт-çу ферми канашлăва пуçтарăннисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Витесенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать, стенасене шуратнă, ферма тавралла карта тытса çаврăннă. Юсав ĕçĕсене авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районти пур хуçалăхра та вĕçлемеллине çирĕп ыйтса каларĕç.
Выльăх-чĕрлĕх хăтлă витере тăрсан тата пахалăхлă апат çисен хуçана сĕтпе те, аш-какайпа та кÿрентермĕ.
А.МЯСНИКОВ.