АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул каялла эпир çавăн пек ĕçленĕ...

06 июля 2011 г.

Çĕмĕрлерен, эпĕ унта тухса тăракан "Малалла" хаçатра ĕçлеттĕм, Канаша, ватă аттепе анне çывăхне килес шухăш пуçра тахçанах тĕвĕленнĕччĕ. Анчах çурт-йĕр ыйтăвĕ вăхăта тытса тăчĕ: Канашран Çĕмĕрлери манăн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере куçас текен никам та пулмарĕ. Ĕç ыйтăвне татса панăччĕ: "Коммунизмшăн" хаçат редакцийĕн ял хуçалăх пайĕнче литература сотрудникĕн вырăнĕ пушаннă пирки пай заведующийĕн Валериан Прокопьевăн икĕ çыншăн ĕçлеме тиветчĕ. Ун чухне çырма пĕлекенсем хулара та, районта та çукчĕ тесен те тĕрĕсех.

Хаçат редакторĕ Василий Никитич Никтин тата унăн дубляж енĕпе ĕçлекен çумĕ Лев Александрович Ривин "редакцие журналистика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ корреспондент килнишĕн савăннă" (эпĕ çулталăк каялла кăна Хусан университетне вĕренсе пĕтернĕччĕ), мĕншĕн тесен редакцире ятарласа журналист пĕлĕвĕ илнĕ пĕр корреспондент та пулман. Уйрăмах Лев Александрович савăннăччĕ. Пай пуçлăхĕсен, корреспондентсен мĕн пур материалĕ типографие набора кайиччен ун алли витĕр тухатчĕ. Пурте ăста çырма пултарайман ĕнтĕ, çавăнпа та Лев Александрович йăнăшсене тÿрлетнĕ материалсене машинисткăсем тарăха-тарăха тепĕр хут пичетлетчĕç.

Хваттер ыйтăвне "кайрана" хăварса ĕçе пуçăнтăм. Ку 1974 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче пулчĕ. Ытарма çук илемлĕ хĕвеллĕ кун, кăмăл çĕкленÿллĕ. Редакцире кашни пайăн хăйĕн уйрăм пÿлĕм пурри, унта икшерĕн ларатчĕç, маншăн ырă кĕтменлĕх пулчĕ. Редакци хăй хула администраци çурчĕн тăваттăмĕш хутĕнче вырнаçнăччĕ, çичĕ пысăк пÿлĕм йышăнатчĕ.

"Ĕçе пуçăнтăм..." тесе çыртăм, анчах мана бухгалтер панă блокнот тап-таса, унта пĕр йĕрке те çырман! Пĕр тăхтаса тăмасăр мĕнле те пулин колхоза материал хатĕрлеме каймалла, анчах эпĕ хамăрăн "Путь Ленина" тата кÿршĕри шелттемсен "За коммунизм" совхозĕсĕр пуçне района пачах та пĕлместĕп. Тата вăтапуçсен "Гвардеец" колхозне пĕлнĕ ĕнтĕ...

Валериан Прокопьевичпа çакăн пек калаçса татăлтăмăр: ыран ирех (эпĕ ун чухне Пĕршенерте атте-анне патĕнче пунăнаттăм) çуран Çĕнĕ Шелттем фермине сысна пăхакансем çинчен материал хатĕрлеме каятăп, сводкăсенче вĕсен ĕç кăтартăвĕсем япăх марччĕ.

Ферма заведующийĕ Вера Матросова мана лайăх кĕтсе илчĕ. Сысна пăхакан хĕрарăмсене чĕнсе илчĕ, лешсем тÿрех ĕçри йывăрлăхсем çинчен ÿпкелешсе калаçма пуçларĕç: выльăхсем япăх условисенче пурăнаççĕ, сысна ферми çурчĕ кирпĕчрен, урайĕсем бетонран пулнăран тислĕк шывĕ ниçталла та юхса каяймасть, вите хĕлле те, çулла та нÿрĕ тăнăран выльăхсем час-часах чирлеççĕ. Шелттем ял совечĕн председателĕнчен А.Игнатьевран, халăх контролĕн ушкăнĕн членĕнчен Е.Радиковран тата хаçат корреспондентĕнчен тăракан рейд бригади сысна ферминчи лару-тăрăва тĕплĕн тишкерчĕ.

Тепĕр кунне ирпе 8 сехетре ĕçе пырса кĕтĕм. Нумай çырса тултарнăран манăн блокнот кÿпченĕ евĕр хулăнланса кайнă. Материала мĕнле чĕлхепе хатĕрлемелле: вырăсла е чăвашла; Маншăн çĕнĕ, палламан коллектив, журналистсем мĕнле чĕлхепе ытларах çырнине те пĕлместĕп. Апла-и, капла-и, хаçат икĕ чĕлхепе – дубляжпа тухнăран ăна пурĕпĕр куçармалла. Чăвашла çыртăм. Çĕнĕ вырăнти пĕрремĕш материал. Темшĕн вăл манăн кăмăла килмелле пулса тухмарĕ. Ун пек çырса пăхрăм, кун пек, темиçе хутчен куçарса та çыртăм. Чуна хытарса Ривина кайса патăм. Тÿрлетÿсем çукпа пĕрех, икĕ е виçĕ предложенире кăна темиçе сăмах хушса хунă. "Вăйлă материал çырнă тесе калаймастăп. Лайăхраххине кĕтнĕччĕ", – терĕ вăл, сысна пăхакансем çинчен çырнă статья страницисене каялла тавăрса панă май. Юрĕ. Пĕрремĕш икерчĕ нихăçан та йĕркеллĕ пиçмест.

Çав çулсенче юлса пыракан "Коминтерн" тата "Соревнование" ятлă колхозсенчен 1959 çулта пĕрлештерсе тунă "Путь Ленина" колхоз районта кăна мар, республикăра та малта пыракан хуçалăхсенчен пĕриччĕ. Ăна Василий Николаевич Платонов çамрăк агроном ертсе пыратчĕ. Çак колхоз пĕрремĕш вунă çуллăхрах йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса районта малта пыракан хуçалăх пулса тăчĕ. 1973 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Пĕтĕм союзри социализмла ăмăртура (уй-хир ĕçĕсемпе) СССР Ял хуçалăх министерствин тата ВЦСПСăн Хĕрлĕ ялавне тата автобуса тивĕçнĕ. Эпĕ Валериан Прокопьевича çак хуçалăхăн ĕçне-хĕлне, унăн çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕсене çутатса паркан страница хатĕрлеме сĕнтĕм.

Председательпе пĕр сехете яхăн калаçрăмăр. "Нимĕнле вăрттăнлăх та çук, – терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Василий Николаевич. – Çĕре тарăн сухалатпăр, пысăк кондициллĕ вăрлăх акатпăр, акана тата вырмана технологисене пăхăнса пурнăçлатпăр – çаксем пĕтĕмпех пирĕн ÿсĕмсен никĕсĕ. Тата, паллах, çĕр ĕçченĕн ĕçне тивĕçлипе хакламалла". Эпĕ калаçури кашни сăмаха тенĕ пек блокнот çине çырса пытăм.

Каярахпа Социализмла Ĕç Геройĕпе Мария Зиновьевăпа, иккĕмĕш бригадăн ферма заведующийĕпе Александр Демьяновпа тĕл пулнăччĕ.

"Галя Семенова доярка çинчен те çырăр. Опытлă дояркăсенчен иртсе кайма..." тенĕччĕ мана председатель ăсатма тухсан. Хура куçлă имшеркке хĕре шыраса тупрăм та унпа тахçанччен калаçса лартăмăр. Çак калаçуран 150 йĕркерен тăракан пысăках мар тĕрленчĕк çырăнчĕ. Ăна çакăн пек йĕркесемпе вĕçлерĕм: "Гальăн сĕтелĕ çинче Клара Ларионован "Çакăн пек пурăнать Светлана" ("Манăн юратнă кĕнеке", – тенĕччĕ Галя) кĕнеке выртать. Çак повеçри геройсене хăюллă, çирĕп кăмăллă пулни, йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлни пĕрлештерсе тăрать. Пирĕн Галя çинченех çырнă тейĕн. Çавăнпа эпĕ те малта пыракан доярка çинчен çырнă кĕске тĕрленчĕке "Çакăн пек пурăнать Галя" ят пама шутларăм".

Тепĕр икĕ кунтан темиçе хут тÿрлетсе вуласа тухнă материалсене Лев Александрович Ривина кайса патăм. Тепĕр çур сехетрен вăл манăн материалсене йăтса пайсем тăрăх çÿренине, темĕн каласа панине куртăм. Кăшт уçăлнă алăкран унăн калаçăвĕ мана уçăмлăнах илтĕнет: "Хĕрĕн характерне кĕнекери сăнар урлă питĕ ăста уçса панă". Ытларикунсерен ирттерекен планеркăра Василий Никитич Никитин редактор "Путь Ленина" колхоз çинчен хатĕрленĕ страницăна чи лайăххи тесе палăртнăччĕ.

Ун чухне хаçат эрнере тăватă хутчен тухатчĕ, кашни кунах çĕнĕ материалсем кирлĕ пулнă, çавăнпа корреспондентсем нихăçан та пÿлĕмре вăхăта ахаль ирттерсе ларман. Çамрăк пулнă та çул çÿрес, çырас, пуринчен те лайăхрах çырас килнĕ. Пай ĕçне çакăн пек йĕркеленĕччĕ: паян эпĕ колхоза каятăп, Валериан Прокопьевич ĕç вырăнĕнче юлса пичете валли материал хатĕрлет. Ыран вăл района каять, эпĕ материал çыратăп. Района тухса çÿреме нимĕнле йывăрлăх та пулман, редакци гаражĕнче "Москвич-408" тата "ГАЗ-69" автомашинăсем çула тухма яланах хатĕр тăнă.

Тăсланкă та янăравлă саслă Петя Софронов водитель пирĕнпе район тăрăх çÿреме юрататчĕ. Анчах та унăн хăйĕн автомашини валли председательрен е тĕп инженертан пĕр вăтанмасăр саппас пайĕсем ыйтса илес йăла пурччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Петр çемйинче хăрушă инкек пулчĕ. Машинăпа Раççейĕн кăнтăр районĕсенчен пĕрне çĕр улми сутма кайнă виçĕ çынна Самар облаçĕнче вĕлернĕ текен хыпар Канаша вăйлă пăлхантарнăччĕ. Вилнисенчен пĕри Петр Софроновăн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă.

Валериан Прокопьев тем тĕрлĕ çĕнĕлĕх шутласа кăларатчĕ: вăл сĕннипе "Дояркăсен сасси" тата "Соцобязательствăсене пурнăçланине тĕрĕслетпĕр" рубрикăсем хатĕрлеттĕмĕр. Çакăн пек тăваттăмăр: сводка тăрăх малта пыракан икĕ доярка ятне илеттĕмĕр те вĕсем пĕр пĕрне чĕнсе каланă евĕрлĕ статьясем çыраттăмăр. Сăмахран, Катя, эпĕ санпа ăмăртмалла ĕçлеме çулталăк вĕçленнĕ тĕле çавăн чухлĕ сĕт суса илме шантаратăп. "Катя" çак чĕнĕве "йышăнса" тата пысăкрах плансем "тăватчĕ". Дояркăсем "хăйсен" статйисене вуланă-ши, пĕлместĕп, анчах пирĕн планеркăсенче вĕсене яланах пысăк хак паратчĕç.

Промышленноç пайĕнче те иккĕн ĕçлетчĕç: Владимир Васильев пай заведующийĕ тата Алексей Фадеев корреспондент. Вĕсем хулари стройкăсем, промышленноç предприятийĕсем çинчен паха метериалсем хатĕрлетчĕç. Критика материалĕсем ытларах пулатчĕç. Унсăр пуçне Алексей Васильевич хитре сăн ÿкерчĕксем хатĕрлетчĕ.

Парти пурнăçĕн пайĕнче икĕ фронтовик вăй хуратчĕ: Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, педагог пĕлĕвĕ илнĕ Алексей Викторович Кузнецов редактор çумĕ тата Иосиф Иосифович Жадецкий корреспондент. Иосиф Жадецкий малтан КПСС хула комитетĕнче инструктор, Алексей Викторович Шăмăршă район хаçачĕн редакторĕ пулнă. Алексей Викторович хăйне пуринпе тан тытатчĕ, шÿтлеме юрататчĕ, пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлеместчĕ.

Редакцин яваплă секретарĕнче ("штаб пуçлăхĕнче") "Василий Веселов" псевдонимпа çыракан Василий Яковлев ĕçлетчĕ. Ялсенче телефон çыхăнăвĕ япăх пулнăран колхозри диспетчерсемпе çыхăнса пĕрремĕш страница валли уй-хир ĕçĕсем çинчен сведенисем илме йывăрччĕ. Василий Яковлевич тÿрех редактор патне чупатчĕ: "Василий Никитич, ял хуçалăх пайĕ халĕ те пĕрремĕш валли информаци памасть...", – тетчĕ. Редактор ун сăмахне итлесе корреспондентсене нихăçан та ятламан.

Василий Веселовăн хаçат ĕçĕнчи стажĕ пысăкчĕ: 1937-1940 çулсенче Тăвай районĕн "Большевикла колхозшăн" хаçатне редакциленĕ, 1956-1959 çулсенче – Канаш районĕн "Коммунизмшăн" хаçатне. Василий Яковлевича хăй вăхăтĕнче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (!) те наградăланă.

Çĕнĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ, редакторта ĕçленĕ Сергей Михайлович Михайлов КПСС Чăваш обкомне куçсан ун вырăнне Василий Никитич Никитин йышăнчĕ. Василий Никтич çырнă материалсем хаçат страницисенче кун çути курнине ас тумастăп. Вăл канашлусене, ларусене, пухусене çÿретчĕ, президиумра хисеплĕ хăна пек ларатчĕ. Ырă кăмăллăччĕ вăл, нихăçан та никама та çилленместчĕ.

Эпĕ Çĕмĕрлене каялла таврăнсан (хваттере ниепле те Канашрипе улăштараймарăм) Василий Никитича ĕçрен кăларнине пĕлтĕм. Ывăлĕ преступлени тунă пулнă та. Питĕ шел пулчĕ ĕçтешĕме.

Лев Александрович Ривин, редакторăн дубляжпа ĕçлекен çумĕ. Национальноçĕпе еврей. Питĕ педант çынччĕ. Шăп палăртнă вăхăтра ĕçе килетчĕ, шăп пилĕк сехетре, пĕр минут маларах та каярах та мар,ĕçрен каятчĕ. Хăш-пĕр корреспондентсем материалсене ытлашши тÿрлетет тесе ÿпкелешетчĕç. Эпĕ çакăнпа килĕшместĕм. Пирĕн материалсене тÿрлетсе вăл автор стильне улăштармастчĕ. Автор патне пыратчĕ те çак сăмаха урăххипе ылмаштарма çук-и тесе ыйтатчĕ. Чăн та, вăл тунă тÿрлетÿсем пире усса çеç пынă.

Авторсен материалĕсене тÿрлетнисĕр пуçне Лев Александрович кашни кун радиопа ТАСС материалĕсене йышăнатчĕ, Канаш хулинче пурăнакан паллă çынсем çинчен интереслĕ материалсем хатĕрлетчĕ.

Тăхăр вуннăмĕш çулсенче çĕршыв саланма пуçласан унăн çемйи Израиле куçса кайрĕ. Ривин пурнăçĕн пысăк пайне пурăнса ирттернĕ хулана пăрахса хăварма пултараймарĕ, яланлăхах Канашра юлчĕ. Лев Александрович вилнĕ хыççăн мĕн пенсие тухичченех эпĕ редакторăн дубляжпа ĕçлекен çумĕнче тăрăшрăм.

Хамăн аса илĕве Рашат Сатрутдиновăн (вăл та пирĕн хаçатра ĕçленĕ, шел пулин те, нумай пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ) чуна ыраттаракан сыв пуллашу сăввипе вĕçлес тетĕп, вăл ăна асран кайми Лев Ривина, "вечнăй зама" халалласа çырнă. Сăвва вырăсла çырнă пирки ăна куçармарăм.

Л.А.Ривина, "Коммунизмшăн" хаçат редакторĕн çумне

Не шумитеĔ гордые берăзыĔ

Захлебнетесь в крикеĔ воронье!

По щекам - не прошеные слăзыĔ

На полях - тоскливое жнивьеĕ

Ты ушел на переломе летаĔ

В страшный миг никто не удержалĕ

Петитом черным сгорбилась газетаĔ

Корректор над колонками рыдалĕ

Не виню тебяĔ не осуждаюĔ

Полевых цветов тебе нарвуĕ

Но понять хочу - не понимаюĔ

Объяснить пытаюсь - не могуĕ

Эта боль с годами не растаетĔ

Вечный замĔ бессребреник еврей…

Как теперь тебя мне не хватаетĔ

Чистоты и доброты твоейĕ

А в "районке" - молодые лицаĔ

В кабинетах нас не узнаютĕ

Но четыре скромные страницы

Здесь к утруĔ как раньшеĔ наберутĕ

Спи спокойноĔ ангел мой хранительĔ

Под густыми кронами берăзĕ

Я - твой ученикĔ ты - мой учительĔ

Вот опять стихи тебе принесĕ

Хамăн заметкăсенче асăннă çынсенчен Валериан Прокопьевсăр пуçне пĕри те пирĕн хушăмăрта çук. Эпир пĕлменнисем мĕн чулĕн тата; Айтăр-ха хаçатăмăрăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 80 çул çитнĕ май ăна йĕркелесе яракансене, çак кунччен пурăнса çитерейменнисене, редактортан пуçласа машинисткăсемпе корректорсем таранах, пурне те аса илер...

Раççей журналистсен Союзĕн членĕн

Василий ЛАПИНĂН аса илĕвĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика