АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсенчен иккĕшĕ - канашсем

06 июля 2011 г.

Ултă куна пычĕ республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисен финалĕ Кĕçĕн Çавал хĕрринчи йăлăмра. Ăна хупнă çĕре Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев хутшăнчĕ. Унпа пĕрле вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов, республикăн çар комиссарĕ А.Мокрушин полковник, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем И.Ивановпа В.Софронов, ытти яваплă çынсем килчĕç. Республика пуçлăхĕ палаткăсен хулипе, çамрăк армеецсемпе паллашрĕ, салтак пăттине тутанса пăхрĕ.

Сехет йĕпписем вуннă кăтартаспа республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн ертÿçин А.Золотов полковникăн команди янăраса кайрĕ. Строй умне М.Игнатьев тухрĕ, финалти вăйăсем вĕçленнĕ ятпа саламларĕ.

– Эсир паян пурте çĕнтертĕр – кашниех хăйне хăй парăнтарчĕ. Наянлăха, шиклĕ туйăма, паянхи ĕçе ырана хăварма юраманнине çĕнтерсе çамрăк салтаксен курсĕ витĕр тухрăр. Поход условийĕсенче ирттернĕ ултă кунта хăюллăрах, вăйлăрах, çирĕпрех пулса тăтăр. Çаксем пĕтĕмпех пурнăçра тата пысăкрах çитĕнÿсем тума пулăшĕç. Эпир вара сире сывлăхлă та çирĕп аталанма малашне те лайăх условисем туса парăпăр, – терĕ Президент.

Çамрăк армеецсен юхăмĕ – гражданлăхпа патриотизм воспитанийĕн чăн-чăн шкулĕ. Шупашкарта пурăнакан В.Бондаренко – шкул ачисемпе кадетсемшĕн паттăрлăхпа тÿсĕмлĕх тĕслĕхĕ. Вăл Чернобыльти АЭС синкерне сирсе янă çĕрте палăрнă. Хăйне хăй шеллеменшĕн ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе "Паттăрлăхшăн" орденпа чысланă. Пысăк наградăна унăн кăкăрĕ çине республика пуçлăхĕ çакса ячĕ.

Çакăн хыççăн финалта мала тухнисене чысларĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн çамрăк армеецсен отделенийĕ тивĕçрĕ. Шăпах вĕсем ĕнтĕ "Эпĕ – Раççей Федерацийĕн гражданинĕ" теори конкурсĕнче чи нумай балл пухаканнисем пулчĕç. "Зарничниксем" хушшинчи финалти вăйăсен тĕп парнине Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн армеецĕсем çĕнсе илчĕç. Вĕсем Екатеринбург хулинче спортăн çар тата техника енĕсен Пĕтĕм Раççейри спартакиадинче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç. Килес çул ачасен "Орленок" лагерьне канма кайĕç.

Кадетсен ушкăнĕнче Янкăлчри Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулти кадетсен "Çĕнтерÿ" класĕ мала тухрĕ. Пĕлтĕр те вĕсем çĕнтерÿçĕсен ретĕнче пулнăччĕ. Çавăн пекех Янкăлч ачисем Сывлăш-десант çарĕсен штабĕнче службăра тăракан Э. Смирнов полковник илсе килнĕ наградăна тивĕçрĕç. "Орленок" ушкăнра Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн армеецĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, "Çарпа патриот клубĕсенчен" – Шупашкарти "Каскад" çарпа патриот пĕрлешĕвĕ, "Професси училищисенчен" – Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш ПУ. М.Игнатьев Президент малти виçĕ вырăна тухнисене кубок, диплом тата медальсем пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова çар вăййисене ирттерме лайăх условисем туса панăшăн медаль çакса ячĕ. "Орленок" ушкăнра тупăшнă Чакаçри вăтам шкулăн команди те мухтав сăмахĕсене тивĕç. Вăл 24 отделени хушшинче 5-мĕш вырăна çĕнсе илсе пысăк çитĕнÿ турĕ. Çак ушкăнрах Канашри 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн "Каскад" команди вун пĕрмĕш пулчĕ. Начар мар кăтарту.

Ялавсене антарчĕç, çамрăк армеецсен отделенийĕсем сыв пуллашса стройпа утса иртрĕç, палаткăсене пуçтарчĕç, тулли автобуссем тăван тăрăха çул тытрĕç. Ултă кун ачасен шавĕпе тăнă илемлĕ йăлăм шăплăх ытамне кĕрсе ÿкрĕ. Кĕçĕн Çавал çеç хăйĕн ĕçне пăрахмарĕ – Атăлалла лăпкăн юхрĕ.

Çамрăк армеецсен финалти вăййине йĕркелекенсем районăн шалти ĕçсен пайне йĕркелĕхе тытса тăма пулăшнăшăн, пушар хуралне сыхă пулнăшăн, район больницин васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсене ачасен сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрнăшăн, районти вĕрентÿ управленийĕнче ĕçлекенсене апат хатĕрлесе тăнăшăн, райпона суту-илÿ палаткисем уçнăшăн, районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн коллективне, уйрăмах сасă режиссерне Е.Иванова музыка тата сасă аппарачĕсемпе тивĕçтернĕшĕн, В.Иванов юрăçа илемлĕ юрăшăн тав тăваççĕ.

"Зарницăпа" "Орленокăн" тĕп тĕллевĕ – чи вăйлă, чи хастар ушкăна палăртасси кăна мар. Унăн тивĕçĕ – çамрăк ăрăва спортпа туслаштарасси, пĕлÿ шайне ÿстерме, туслăха упрама, кулленхи пурнăçра хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхтарасси. Çак паха енсем йăлăмри çар вăййисенче чăна тухни пирки никам та иккĕлленмĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика