АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат мана пурăнма вĕрентрĕ

06 июля 2011 г.

"Коммунизмшăн", "Канаш", халĕ районта тухса тăракан "Канаш ен" хаçатпа хамăн пурнăçа эпĕ 1951 çулта çыхăнтарнă. Хаçатпа пуçласа мана унăн çывăх тусĕ, манăн кÿршĕ, лайăх юлташăм Петр Руссков паллаштарчĕ. Ял пурнăçне сăнлакан статьясем унăн унта тăтăшах пичетленетчĕç. Вăл мана хаçата çырма хавхалантарчĕ.

Паянхи пекех астăватăп: ака уйăхĕ вĕçленсе пыратчĕ, мана вăл Канаша илсе кайрĕ. Хаçат редакцийĕ ун чухне пĕр вăрăм йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Урам енчен симĕс сăрăпа сăрланă йывăç карта тытнăччĕ. Халĕ çак çурт çук ĕнтĕ, чиркÿ çывăхĕнчи спорт таварĕсем сутакан магазин ÿссе ларнă. Унта "Коммунизмшăн" ятпа район хаçачĕ пичетленнипе пĕрлех Канаш хула хаçачĕ "Путь Ильича" вырăсла тухса тăратчĕ. Пĕр пĕчĕк пÿлĕмре хаçат редакторĕ Алексей Андреев, Степан Аслан писатель тата кăтра çÿçлĕ Геннадий Васильев ĕçлетчĕç. Хаçат эрнере пĕр хутчен пичетленсе тухатчĕ. Юнашар пÿлĕмре "Путь Ильича" хаçат редакцийĕччĕ, редактор пулса С.Михайлов тăрăшатчĕ.

Пире, ачасене, редакцинче ăшшăн кĕтсе илчĕç, колхозри çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланчĕç. Эпĕ хамăн пĕрремĕш заметкăна, "Колхоз экономики вăйланать" ятлăскерне, парса хăвартăм. Вăл часах хаçатăн пĕрремĕш страницинче пичетленсе тухрĕ. Ăна курсан манăн чун-хавал çĕкленчĕ, хаçата çырас туртăм татах та вăйланчĕ. Çакăн хыççăн эпĕ хаçата тăтăшах çырса тăтăм. Вăтакас Татмăш шкулĕнче вĕреннĕ чухне стена хаçачĕн редакторĕ пулни те пулăшрĕ пулмалла. Хаçат маншăн çывăх тус пулса тăчĕ. Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ пулин те чăвашсен паллă писателĕпе Степан Асланпа хире-хирĕç ларса калаçнине халĕ те питĕ лайăх ас тăватăп.

Пĕррехинче эпĕ ăна хаçатра çырас ăсталăх çителĕксĕрри çинчен каларăм. Вăл ман çине тинкерсе пăхрĕ те: "Пăшăрханма кирлĕ мар, эсĕ çамрăк-ха", – терĕ. Унтан хулăн папкине уçса хĕрлĕ чернилпа хĕреслесе туртнă хуплашкасене кăтартнă май çапла каларĕ: "Акă кур, уншăн мĕн чухлĕ ĕçленĕ, халĕ вĕсем юрăхсăр, çĕнерĕн çырмалла". Ку вăл "Ахрат" романăн хăш-пĕр сыпăкĕсем пулнă. "Хаçат мана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ", – кĕскен палăртрĕ писатель.

Петр Руссков – хастар ялкор. Лайăх кăмăл-сипетлĕ, тăрăшуллă çынсем çинчен тĕрленчĕксем тата ытти жанрлă материалсем çырса вулакансене чылай савăнтарчĕ. Вăл Чулхулари партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. "Советская Армия" колхозра комсомол, парти организацин секретарĕ, районта – райком инструкторĕ тата пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи пулнă. Каярах Етĕрне район хаçатĕнче пурнăçран уйрăличченех ĕçленĕ.

Тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ хаçат редакторĕсем ялкорсемпе яланах ăшă кăмăллă пулнă. Хальхи вăхăтри редакторсемпе вара уйрăмах туслă çыхăну тытнă. П.Ефимов, И.Владимирова тата паянхи кун ĕçлекен А.Владимиров редакторсене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе аса илетĕп. Редакци йышĕнче нумай çул хушши ĕçлекен юлташсене (В.Ачча, А.Мясников, И.Владимирова т. ыт. те) хаçатăн 80 çулхи юбилейĕпе саламлатăп, малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма сывлăх сунатăп.

Михаил ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика