АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулапа район пурнăçне Çутатать, пархатарлă ĕçне...

06 июля 2011 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 70-78 "").

"Çав вăхăтра мана "Коммунизмшăн" хаçатăн Тăвай районĕнчи корреспондентĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ, - аса илет Тăвайĕнчи радиовещани редакторĕ А.Романов. - Малтанах йывăрччĕ, анчах мана редакцири ăста журналистсем куллен пулăшса пычĕç. Вĕсемпе канашласа эпĕ Хусанти патшалăх университечĕн журналистика факультетне заочно вĕренме кĕтĕм те унта аслă пĕлÿ илтĕм. Вĕсемех мана СССР Журналисчĕсен союзне кĕме сĕнÿ пачĕç. Редакцире ытти çамрăк хаçатçăсем те хăйсен пултарулăхне çапла ÿстерсе пычĕç".

Анчах производствăпа территори управленийĕсем колхозсемпе совхозсен ĕçне тивĕçлĕ витĕм кÿреймен, çавăнпа часах вĕсене пăрахăçланă. 1965 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнчен пуçласа 1988 çулхи кăрлаччен "Коммунизмшăн" хаçат Канаш хулин тата районĕн парти комитечĕсен, халăх депутачĕсен хула тата район Совечĕсен органĕ пулса тăватă страницăпа вырăсла тата чăвашла (дупляжпа) тухса тăнă. Унăн тиражĕ 5 пин экземпляртан иртнĕ. Ăна ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи пичет Управленийĕн 3-мĕш номерлĕ Канаш типографийĕнче пичетленĕ. 1988 çулта, кăрлачран пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен, хаçат Канаш хулин парти комитечĕн, хулапа район Совечĕсен органĕ шутланнă.

1971 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче "Коммунизмшăн" хаçатăн 5000-мĕш номерĕ кун çути курнă. Хыçа юлнă мухтавлă та тумхахлă хĕрĕх çул хушшинче унăн тиражĕ 2 пинрен 10 пин таран ÿснĕ. 1972 çулта хаçатăн пархатарлă ĕçне Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи пичет Управленийĕн тата культура ĕçченĕсен профсоюз обкомĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Рабочи тата ял корреспонденчĕсене те хавхалантарнă. Вĕсем - хаçат тĕрекĕ, хулапа районăн тĕрлĕ енлĕ пурнăçне анлăн çутатма пулăшаççĕ. Локомотив деповĕн машинисчĕ В.Трекозов, вакунсем юсакан заводри Н.Петров электросварщик, çак заводăн тĕп экономисчĕ В.Алексеев, Киров ячĕллĕ колхоз бригадирĕ С.Исаев, "Путь Ленина" колхоз бригадирĕ М.Зиновьева, районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн слесарĕ В.Константинов, Сиккассинчи участок больницин тĕп врачĕ З.Волков, ялкорсен посчĕсен ертÿçисем - Мăкăрти 8 çул вĕренмелли шкул учителĕ Г.Ильин, Анаткас Татмăш клубĕн заведующийĕ Л.Григорьев, Ухман вăтам шкулĕн учителĕ А.Антонов, Ямашри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Х.Гордеев хаçатăн хастар та шанчăклă тусĕсем пулнă.

Редакци çитĕнĕвĕсем 70-мĕш çулсен вĕçĕнче - 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче уйрăмах курăмлă. Ун чухне хаçат тиражĕ 10000 экземпляртан 16000 таран хăпарнă. Çав çулсенче хаçат редакторĕнче В.Н.Никитин, М.Е.Ефимов, В.П.Прокопьев, П.И.Ефимов ĕçленĕ. Пурте вĕсем редакцие парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕнчен килнĕ.

В.П.Прокопьев кăна, ĕçтешĕсенчен уйрăмласа, маларах хаçатра ĕçлесе курнă. Унăн журналистикăри çул-йĕрĕ Муркаш районĕнчи "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатра пуçланнă, ун хыççăн Канашри пĕрлештернĕ "Коммунизмшăн" хаçатра ял хуçалăх пайне ертсе пынă. Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра вĕреннĕ чухнех тăрăшуллă студент хăйĕн пултарулăхне литература критикинче тĕрĕслеме пуçланă. Ун чухнех пулас учитель-филолог республикăри "Ялав", "Тăван Атăл" журналсенче, "Коммунизм ялавĕ" хаçатра С.Аслан, И.Тукташ, А.Воробьев, В.Урташ, К.Кольцов тата ытти чăваш писателĕсемпе поэчĕсен пултарулăхне тĕпчесе статьясен ярăмне çапса кăларнă. Критика анинче пирвайхи утăмсем тăвакан çамрăк критик хăйĕн хайлавĕсенче асăннă çыравçăсен ĕçĕсен идейăпа воспитани пĕлтерĕшне, художество стилĕпе формине профессионал шайĕнче хаклама пултарнипе пĕрлех хăш-пĕр çитменлĕхсене те уçса панă. Унтанпа, хĕрĕх çул ытла, Валериан Прокопьевич Канаш районĕнче çуралса çунатланнă писательсемпе поэтсен, ÿнер ăстисен, ăсчахсен, çар пуçĕсен, спортсменсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кăсăкланса пĕрчĕн-пĕрчĕн материалсем пуçтарать, вĕсем çинчен çырнă очерксене пирĕн хаçатра пичетлесе кăларать, ентешсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕсене вулакансем умне кăларса анлăн пропагандăлать. 2005 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче В.П.Прокопьевăн "Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем" ятпа очерксен, статьясемпе тĕрленчĕксен пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ.

1981 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Коммунизмшăн" хаçат 50 çул тултарнă. Юбилей ячĕпе тата "ĕç çыннисене коммунизмла воспитани парассипе, вĕсене хуçалăх тата культура строительствин задачисене пурнăçлама мобилизацилессипе тухăçлă ĕçленĕшĕн" хаçата Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. Çак событие редакципе типографи коллективĕсем, пичет активисчĕсем, хулапа район общественноçĕ анлăн паллă тунă. Çак кун тĕлне юбилее халалласа ятарлă капăр номер кăларнă, общество корреспонденчĕсемпе пĕрле савăнăçлă пуху ирттернĕ.

Ку тĕле хаçатăн штатра тăман 400 ытла автор шутланнă, вĕсенчен чи хастаррисем - хулара пурăнакан Варсонофий Алексеев, Иван Марков, Иван Приявко, Валериан Цыпленков, Петр Яковлев, Василий Трекозов, Елена Хрусталева, Тамара Сморчкова, Раиса Сергеева, Илья Мочалов, Надежда Нилова, Петр Семенов, Зоя Коновалова, Алексей Плотников, Георгий Григорьев, районта пурăнакан Харитон Гордеев (Ямаш), Гаврил Ильин (Мăкăр), Алексей Зайцев (Кивĕ Шелттем), Алексей Орлов (Шăхасан), Александр Высоцкий (Ачча), Иван Никифоров (Катек), Андрей Антонов (Ухман), Леонид Григорьев (Анаткас Татмăш), Николай Тимофеев (Яманкасси) тата ыттисем. Хаçат тиражĕ дупляжпа пĕрле 13 654 экземплярпа танлашнă.

Хаçатăн 60 çулхи юбилейне уявлани халĕ те куç умĕнче. Çав уяв редакципе типографи коллективĕсемшăн çеç мар, пирĕн хаçата юратса вулакан хулари тата районти кашни çыншăн пысăк савăнăç пулнине çирĕплетсех калама пултаратăп. Хула администрацийĕн пысăк залĕ общество корреспонденчĕсемпе, пичетпе полиграфи ветеранĕсемпе, ытти хаçат редакцийĕсенчен килнĕ ĕçтешсемпе лăк тулнăччĕ. Хаклă хăнасен йышĕнче - Чăваш халăх писателĕ Николай Терентьев, Виталий Григорьев-Енĕш çыравçă, "Коммунизмшăн" хаçатра ĕçлесе каярахпа республикăри "Коммунизм ялавĕ" хаçата куçнă Аркадий Казановпа Валериан Степанов. Уяв концертĕнче чăвашсен паллă юрăçисем Светлана Асамат, Тамара Гурьева, Зоя Лисицина, Александр Орлов хăйсен пултарулăхĕпе пурне те савăнтарнăччĕ. Петр Ефимов редактор "Коммунизмшăн" хаçат утса тухнă çул-йĕрпе тата унăн малашлăхĕпе паллаштарнăччĕ. Хаçатăн 70 çулхи юбилейĕ те асăма вырнаçса юлнă. Халĕ акă хаçат тухма пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Вăхăт вăштăр çил юххи пекех ниçта чарăну тумасăр шав малалла чупать...

"Коммунизмшăн" хаçатпа "Советская Чувашия" тата "Коммунизм ялавĕ" хаçатсен штатри корреспонденчĕсем Леонид Решетниковпа Вениамин Васильев та тачă çыхăнса ĕçленĕ. Хулапа район пурнăçне республика пичетĕнче çутатса тăнипе пĕрлех вĕсем редакци çумĕнче йĕркеленĕ общество корреспонденчĕсен университечĕн занятийĕсенче çыру ĕçĕн ăсталăх уркĕсене ирттерме хутшăнатчĕç, публицистика жанрĕсене алла илме пулăшатчĕç.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вырăнти власть, хулапа районти ĕç коллективĕсем, çавăн пекех пĕрлештенĕ "Коммунизмшăн" хаçат мĕнле ыйтусем, задачăсем татса парассипе ĕçленине пĕлес тесессĕн унăн страницисенчи рубрикăсене тишкерни те çителĕклĕ: "Техника прогрессĕн çулĕпе", "Вăйлă тыр-пулшăн", "Ăмăртура малта пыракансем", "Стройкăна - пахалăхпа хăвăртлăх", "Хуçалла ĕçлемелле", "Ферма ĕçĕ-хĕлĕ", "Эрози çулне пÿлер", "Коллективлă подряда - анлă çул", "Халăх контролĕ - ĕçре" т. ыт. те. Кварталта пĕр хутчен "Эпир вĕсемпе ăмăртатпăр" ылмашу страници тухса тăнă, ăна Улатăр, Йĕпреç тата Çĕмĕрле хаçачĕсен материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

М.С.Горбачевăн "çĕнетÿ тапхăрĕ" пуçлансан хаçатра материалсем "Çĕнетÿ: малта пыракансен адресĕ", "Советсен пурнăçĕ", "Демократие вĕренетпĕр", "Аренда вăй илет" çĕнĕ рубрикăсемпе пуянланнă. "Экономика", "Патриот", "Сывлăх", "Çын тата саккун", "Тăван çут çанталăк", "Çамрăклăх", "Вулакансем пĕлтереççĕ, сĕнеççĕ, критиклеççĕ", "Спорт", "Канмалли кун страници" тата ытти ятарлă страницăсем тăтăшах тухса пынă.

(Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика