06 июля 2011 г.
Шăпах 80 çул каялла, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче, вăл вăхăтри килĕшÿллĕ "Социализмшăн" ятпа Канаш райхаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухнă. Малтанхи кунсенчех хаçат пурнăçăн шавлă юхăмне кĕнĕ. Вăл хулапа районта пурăнакансемшĕн хăватлă информаци вучахĕ пулса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хаçат совет халăхĕн вилĕмсĕр паттăрлăхне çутатса тăнă, хулапа район экономикине ура çине тăратас кĕрешÿре малти ретре пулнă.
Хăйĕн мухтавлă йăлисене малалла тăсса хаçат паян та демократи процесĕсене çутатса тăрас енĕпе пысăк ĕç тăвать, обществăн ăс-хакăл идейисене сыхласа хăварма тăрăшать. Чăннипех те çакăнта ĕнтĕ унăн тĕп ролĕ.
Влаçпа халăха çыхăнтаракан сыпă пулнă май хаçат çĕршывра пулса иртекен реформăсемпе пулăмсене район çыннисем патне çийĕнчех çитерет. Вăл тунă çитĕнÿсенче пирĕн шанчăклă пулăшуçăсен – обществăлла корреспондентсен тÿпи сисĕмлĕ. Хаçат тĕрлĕ темăна куçран вĕçертес мар тесе тата хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасăр штатра тăман авторсене çул парсах тăрать. Çапла майпа вĕсен йышĕ вара çулсерен çĕнелсе, ÿссе пырать.
Паян хаçат журналистсемшĕн тавар, вулакансемшĕн кирлĕлĕх пулса тăрать. Вăл хăйĕн тусĕсене çухатас мар тесе материалсене пичете ямалли çĕнĕ темăсемпе майсем шыраса тупма тăрăшать. Нумайăшне халăх юратса йышăнать. Хаçатра рекламăсем сахал мар вырăн йышăнаççĕ, ку вăл – вăхăт хушăвĕ, пурнăç çапла тума ыйтать, мĕншĕн тесен хаçатăн ку чухнихи экономикăн çăмăлах мар лару-тăрăвĕнчен хăйĕнех çĕнтерсе тухма тивет.
"Канаш ене" вулакансене , обществăлла корреспондентсене, редакци ĕçлевçисене, почтальонсене юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп, пĕрлехи вăйпа хаçата интереслĕ, пуян тытăмлă тăвасса шанатăп. "Канаш ен" малашне те вулакансем 80 çул хушши пĕлнĕ пекех ятлă-сумлă, çивĕч, хыпарсемпе пуян хаçат пултăр.
А.ВЛАДИМИРОВ, тĕп редактор.