06 июля 2011 г.
Тĕрлĕ ÿсĕмри обществăлла корреспондентсемпе пуян пирĕн йыш. Ку йышра аслă ăру çыннисем те, çамрăксем те, шкул ачисем те пур. Камсем-ха вĕсем; Вăтапуç, Çĕнĕ Чалкасси, Çĕнĕ Шелттем, Çеçпĕл, Матьшÿ, Кайри Ăнтавăш ял библиотекисен заведующийĕсем Юрий Никитин, Ирина Терентьева, Таисия Иванова, Галина Шадрова, Фаина Иванова,Светлана Дмитриева, Кивĕ Шелттемрен Алексей Зайцев, Йăлмаччаран Михаил Васильев пенсионерсем, районти социаллă хÿтлĕх центрĕнчен Елена Дубова, районăн тĕп больницинчен Римма Скворцова методистпа Наталья Поторская нарколог, районăн тĕп ветврачĕ Анатолий Степанов, Янкăлч вăтам шкулĕнчен Маргарита Петровăпа Калиса Иванова учительницăсем, милици органĕсенчен Любовь Антонова, Марат Юнусов инспекторсем çĕнĕ хыпарсемпе тăтăшах паллаштарса тăраççĕ. Шкул ачисем те пирĕнпе тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсен çырас ăсталăхĕ ÿссе пыни куç кĕрет. Чи хастар та пултаруллă çамрăк тусăмăра, Шуркасси вăтам шкулĕнче вĕренекен Таня Агаковăна асăнса хăварас килет. Пирĕнпе тачă çыхăну тытнă Шуркасси хĕрачи Олеся Игнатьева, Асхвари Галина Иванова халĕ журналистика факультетĕнче вĕренеççĕ. Галя калаçнине кашни кунах Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче итлеме пулать. Унăн ăсталăхĕ ÿссе пыни пире савăнтарать. Çеçпĕл вăтам шкулĕнчен А.Павлова самаях интереслĕ материалсем ярса парать.
Пĕр çемьене чăмăртаннă тусăмăрсене, çавăн пекех хаçата халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывакан районти почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене хаçат 80 çул тултарнă ятпа саламлатпăр, ăшă кăмăлтан тав тăватпăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.