01 июля 2011 г.
Тата 5 салтак арăмĕ хваттер е çурт туянма укçа уйăрни çинчен саккунлă хут илчĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пачĕ. Вăрçă çулĕсенче йывăр ĕçе пула сахал мар терт-нуша курнă çак хĕрарăмсем. Вĕсем – Малтикасри Александра Никитина, Вăтапуçĕнчи Мария Васильева, Карăклăри Октябрина Никитина, Анаткасри Нина Константинова тата Аччари Анна Сорокина.
В.Софронов ватăсене Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ, хваттер е çурт туянса нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, ачасемпе мăнуксен ăшшине кашни кун туйма, вĕсенчен ыррине çеç курма, çĕнĕ пÿртре пĕтĕм тăван-пĕтене пуçтарса, кĕрекере ларса çак манăçми пулăма паллă тума сунчĕ. Ветерансем хăйсен савăнăçне пытараймарĕç. Район администрацине, правительствăна хăйсем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн шăранса тухакан сăмахсемпе тав турĕç.
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова свидетельствăпа мĕнле усă курмалли çинчен ăнлантарса пачĕ. Хваттер е çурт туянас ĕçе васкарах тума ыйтрĕ.
В.АЧЧА.