01 июля 2011 г.
Патшалăх автоинспекцийĕн историйĕ 1936 çултан пуçланать. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче ГИБДД сотрудникĕсем автоинспекцин "çуралнă кунне" паллă тăвĕç. Халĕ районти çулсем çинче лару-тăрăва йĕркелесе тăракансемпе кĕскен паллашар-ха.
Районти ГИБДД уйрăмĕ Шăхасан салинче, "Çĕрпÿ-Ульяновск" федераллă автоçулпа "Шăхасан – Калинино" республика шайĕнчи автоçул пĕрлешнĕ вырăнта вырнаçнă. Унта пĕтĕмпе 13 сотрудник ĕçлет. Районти ГИБДД уйрăмне Валерий Васильев начальник ертсе пырать (хальхи вăхăтра вăл ДПС инспекторĕпе Леонид Изратовпа служба командировкинче, ертÿçĕ тивĕçĕсене вăхăтлăх Владимир Николаев пурнăçласа пырать). Лариса Васильева инспектор административлă саккунсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынине йĕркелет. Шырав мероприятийĕсемпе Владислав Никитин инспектор ĕçлет. Халăх патне кирлĕ информацие вăхăтра илсе çитересси пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторăн Марат Юнусăвăн тивĕçĕ. ДПС инспекторĕсем: Валерий Михайлов, Руслан Константинов, Дмитрий Гусев, Александр Наумов, Андрей Дмитриев, Сргей Шамбулин, Владислав Кондратьев районти çулсем çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслесе тă-раççĕ.
Кунсерен çула тухма районти ГИБДД уйрăмĕнче ятарлă тăватă автомашина пур. Автоçул çинчи транспорт хăвăртлăхне виçме инспекторсем "Сокол-МД", "Автоскан", "Визир" тата "Арена" хатĕрсемпе усă кураççĕ. Водитель руль умне эрех ĕçсе ларма пултарнине "АКПЭ-01.01 М" алкоголь анализаторĕпе вырăнтах тĕрĕслесе палăртма пултараççĕ. Паянхи кун çак службăн çулсем çинче йĕркене тытса пымашкăн пур майсем те пур, уйрăмах – çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсем. Апла пулин те инспекторсен ĕçĕ кунсерен йывăрлансах пырать, ара, автомашинăсем çулсем çинче кăткăсем евĕрех хĕвĕшеççĕ-çке.
ГИБДД сотрудникĕсене çывхарса килекен уявпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата чăтăмлăх сунатпăр.
А.МЯСНИКОВ.