01 июля 2011 г.
Вăрçă пуçланас умĕн Кайри Ăнтавăш каччине Г.Фомина колхоз ĕçĕнче хастар пулнăшăн Мускава халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне янă. Пĕрле вăл виçĕ сысна илсе кайнă. Вăрçă пуçлансан Мускав облаçне куçарнă. Юпа уйăхĕччен унта пурăннă. Фашистсен самолечĕсем кашни кун тенĕ пек бомбăсем тăкнă. Пĕррехинче аран-аран çывăхри вăрмана тарса ÿксе вилĕмрен çăлăнса юлнă.
Киле таврăнсан Вăрмар районне окоп, танксенчен хÿтĕленмелли траншея чавма янă. "Сарлакăшĕпе 7 метрччĕ, тарăнăшĕ 3 метрччĕ", – аса илчĕ ветеран. Часах салтака кайма ят тухнă. 1942 çулхи ака уйăхĕнче Геннадий ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа сыв пуллашнă. Çар службине вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнче çыхăну взводĕнче ирттернĕ. 1945 çулхи çурла уйăхĕнче яппунсемпе çапăçнă çĕре хутшăннă. Тăван тăрăха 1947 çулта пуш уйăхĕнче таврăннă. Мĕн пенсие тухичченех колхозра ĕçленĕ. Бригадир та, кладовщик та, ферма заведующийĕ те пулнă вăл. Нумаях пулмасть ялти хисеплĕ ватă 88 çул тултарчĕ. Мăшăрĕ, хĕрĕпе ывăлĕн çемйисем, тăванĕсем, кÿршисем çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламларĕç, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕç.
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.