01 июля 2011 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 70-76 "").
1947 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 1955 çулхи çурла уйăхĕччен хулари "Сталинский путь" хаçат редакторĕнче В.И.Кашин ĕçленĕ, 1955-1956 çулсенче ăна С.М.Михайлов редакциленĕ. 1956 çулхи авăн уйăхĕнче хаçата "Путь Ильича" ят панă. 1963-1964 çулсенче Канашра "Ленинское знамя" хаçат тухса тăнă, унăн редакторĕ пулма С.Г.Аввакумова çирĕплетнĕ. Вăл каярахпа Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствин политпай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Çак хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пулман - шăп пĕр çулталăк кăна.
Пурнăç кĕрлевĕн ытамĕнче
Вăрçă хыççăнхи çулсенче "Коммунизмшăн" хаçат вăрçă юхăнтарнă халăх хуçалăхне çĕнĕрен ура çине тăратни çинчен нумай çырнă, ял хуçалăхĕнче малта пыракансемпе тăтăшах паллаштарнă, агротехникăра паха опыта алла илессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе совет çыннисем уçлăха вĕçни, çĕршыври хĕç-пăшаллă вăйсем çирĕпленсе пыни, вĕрентÿ, культурăпа наука чечекленни çинчен материалсем хаçат страницисенчен кайман. Парти, комсомолпа профсоюз пурнăçне çутатакан хайлавсем те тăтăшах пичетленсе пынă.
Çав çулсенче Г.Иванов, А.Каховский, С.Федоров, А.Андреев, В.Яковлев, С.Михайлов, В.Степанов хаçат редакторĕсем пулнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, редакци штатĕнче тĕрлĕ должноçра ĕçлесе, журналистикăра пиçĕхнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем хаçат сăн-сăпатне тата унăн содержанине çĕнетсе лайăхлатма пултарнă. Материалсене чĕнÿпе лозунг формипе хăпартланса çырассине пăрахăçласа, хаçатçăсем хайлавсенче фактсене тĕп вырăна хунă, кулленхи ĕç-пуçа лăпкăн сăнласа панă.
Редакци çумĕнче литература пĕрлешĕвĕ уçăлнă. Çакă вырăнти поэтсемпе прозаиксене çав тери пысăк савăнăç кÿнĕ. 1979 çулта кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа ăна "Çеçпĕл çеçкисем" ят панă. Пĕрлешÿ хаçатра "Литература страници" кăларса тăнă, вулакансем унта ятлă-сумлă Степан Аслан, Григорий Алентей калавĕсемпе, повеçĕсен сыпăкĕсемпе, Трофим Иванов-Таçукăн йĕплĕ юптарăвĕсемпе тата кулăшĕсемпе, Василий Веселов, Маркел Лантăш сăввисемпе пĕрлех çамрăк поэтсен - Геннадий Кузнецовăн, Михаил Васильевăн, Нил Скворцовăн, Василий Пинерскин, Якрав Ваçлейĕн, Степан Кашинăн хайлавĕсемпе паллашма пултарнă. Тĕрлĕ çулта литература пĕрлешĕвне редакцире ĕçленĕ М.Г.Григорьев (Лантăш), В. Я.Яковлев (Веселов), М.В.Васильев, В.К.Кронитов (Якрав Ваçлейĕ) ертсе пынă.
Литпĕрлешÿ çинчен сăмах тапратрăм тăк, çак тĕслĕхе те асăнмасăр хăварас мар. Унăн канашлăвĕсене чăвашсен паллă писателĕ, 1938-1959 çулсенче Шăхасан вăтам шкулĕнче ачасене истори вĕрентнĕ тата районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ пулнă, хăйĕн юлашки çулĕсене Шăхасанта пурăнса ирттернĕ Григорий Алентей тăтăшах хутшăннă. Пенсие тухсан Григорий Тимофеевич Киров ячĕллĕ колхозăн нумай тиражлă "Кировец" хаçатне редакциленĕ. Ватă литератор райхаçатра "Пĕчĕккисем çинчен пĕчĕк калавсем" рубрикăпа ача-пăча валли кĕске хайлавсем пичетленĕ. Çамрăк чухне вара, вун саккăрта, вăл Раççейри телеграф агентствин (РОСТА) Çĕрпÿ уесĕнчи уйрăмне ертсе пынă. Çав вăхăтрах, 1920-1921 çулсенче, уесри "Хĕрлĕ хыпарçă" хаçат редакторĕнче те тимленĕ.
"Коммунизмшăн" хаçат çумĕнчи литпĕрлешÿ членĕсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Унта пухăннисем Василий Васильев-Пинерский, Геннадий Кузнецов, Петр Руссаков, Анатолий Васильев, Григорий Янташ çамрăк авторсен сăввисене пăхса тухрĕç. Семинар ĕçне чăваш писателĕ Григорий Алентей те хутшăнчĕ", - хыпарлать хаçатра Василий Веселов.
Республикăри чылай çыравçă, уйрăмах Канаш тăрăхĕнчен тухнă пултаруллă литераторсемпе наука деятелĕсем, район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă. "Литература страницисенче" Чăваш халăх писателĕ Николай Терентьев, Чăваш халăх поэчĕ Георгий Ефимов, Григорий Луч, Александр Аслут, Геннадий Мальцев, Антип Николаев, Петр Чичканов тата ыттисем çырнă хайлавсем тăтăшах пичетленнĕ. Паллă ентеш-çыравçăсем - литература тĕпчевçи, критикĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Артемьев, Леонид Маяксем прозаик (иккĕшĕ те Сиккасси ялĕнче çуралнă), Петĕр Çăлкуç поэт (Кивĕ Шелттем), Валерий Алексеев журналист (Пукăртан), Егор Васильев профессор (Мăкăр), Виталий Енĕш писатель (Пратьякас Енĕш) литературăри хăйсен курăмлă çул-йĕрне районти "Коммунизмшăн" хаçатран пуçланă. Шкулта вĕреннĕ чухне райхаçатра вĕсен малтанхи заметкисем, сăввисем пичетленнĕ. Редакци ятлă-сумлă çыравçăсемпе туслă çыхăну йĕркелени вулакансене район хаçачĕпе кăсăклантарса тăнă. Çакă çамрăк авторсене литературăна ытларах юратма, пултарулăха ÿстерме хавхалантарнă, вĕсем паллă поэтсемпе писательсенчен сăвă-калав çырас ăсталăха вĕренсе пынă.
1956 çулта "Коммунизмшăн" хаçат пысăклатнă районăн пичет органĕ, тепĕр виçĕ çултан, хулапа районăн парти органĕсене пĕрлештерсен, пĕрлештернĕ хаçат пулса тăрать. Хулари "Путь Ильича" хаçат хупăнать, ун вырăнне "Коммунизмшăн" хаçат икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - тухма пуçлать.
Редакцире парти пурнăçĕн, промышленноçпа транспорт, ял хуçалăхĕн, çырусен пайĕсем йĕркеленеççĕ, çак улшăнусем, паллах, хаçат тематикине самай анлăлатаççĕ. Парти организацийĕсен, ĕç çыннисен депутачĕсен Совечĕсен, комсомолпа профсоюз ĕç-хĕлне çутатасси вăйланать, хаçат страницисенче очерк тата репортаж жанрĕсемпе материалсем ытларах вырăн йышăнаççĕ, партипе совет органĕсенче ĕçлекенсем, патшалăх учрежденийĕсен служащийĕсем, колхозсемпе совхозсен председателĕсемпе бригадирĕсем тĕрлĕ çитĕнÿ çинчен рапортлаççĕ.
"Юлашки 4 çулта Канаш палăрмаллах сарăлса капăрланчĕ, унта пурăнакан çынсен шучĕ 5 пин ытла ÿсрĕ, - хыпарлать хула Совечĕн ĕçтăвком председателĕ В.Ямпольский хаçатăн 1962 çулхи нарăс уйăхĕнче пичетленнĕ пĕр номерĕнче. - Автомобильсем юсакан çĕнĕ завод хута кайрĕ, вăл ÿсĕмлĕн аталанать. Асфальтпа бетон заводне тунă, Пушкин урамне, Карл Маркс урамĕн пĕр пайне, вокзал умĕнчи лапама, АТК территорине, нумай тротуара асфальтпа витнĕ. Çăкăр завочĕ хута кайрĕ, унăн хăвачĕ талăкра 55 тонна çăкăр-булка пĕçерсе кăларма çителĕклĕ. Çак предприятие издели пахалăхне чылай ÿстерме, пахалăхне самаях лайăхлатма май паракан вĕр çĕнĕ техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ".
1962 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче пичетленĕ "Пирĕн хула çултан-çул илемленет" статья авторĕ К.Степанов Канаш хăвăрт ÿссе аталаннине хавхаланса пĕлтерет. "1958 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ 111,705 тăваткал метрпа танлашнă пулсан, 1962 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 182, 105 тăв. метр таран ÿснĕ. Çак тапхăрта 21 пин тăв. метр çул-йĕре асфальт сарнă, 10 пин тăв. метр ытла асфальтланă тротуарсем сарнă, Ленин, Пушкин урамĕсенчи скверсене тирпей-илем кÿнĕ. Хулари площадьсемпе урамсенче 313,500 улма-çырла тĕмĕсемпе йывăçсем лартнă, каçхине çутатса тăма 400 лампа çакнă. Ленин проспектĕнче 3 километр тăршшĕ шыв çулĕсем хывнă".
1962 çулхи ака уйăхĕнче, çĕршывра Н.С.Хрущев пуç пулса тăнă тапхăрта, халăх хуçалăхĕнче çĕн йĕркеленÿ пуçланать. Шăпах çавăн чухне колхозсемпе совхозсен производство управленийĕ йĕркеленет, унăн центрĕ Канаш хули пулса тăрать. "Коммунизмшăн" районсем хушшинчи (межрайонная) хаçат статусне илет, Канаш, Куславкка, Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи вулакансем патне саланать. Ăна С.М.Михайлов (Çĕнĕ Шелттемре çуралнă) редакциленĕ. Каярахпа Сергей Михайловича КПСС Чăваш обкомĕнче пай пуçлăхне çирĕплетнĕ.
(Малалли пулать).