АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иранецсем Канашпа паллашнă

01 июля 2011 г.

Канашра Иранăн тăван республикăн тĕп уявне халалласа йĕркеленĕ мероприятисене хутшăнма килнĕ делегацийĕ çитнĕ. Хăнасене хула администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан А.Кавтазеев тата культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Золотова кĕтсе илнĕ. Вĕсене автобуса лартса Канашăн паллă вырăнĕсемпе паллаштарнă, хула мĕнле пуçланса кайни, епле аталанса пыни çинчен каласа панă.

Хăнасене хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников йышăннă. Кунта сăмах хула малашлăхĕ çинчен пынă. Тĕл пулура Наиль Хазрат имам тата Канашри мăссăльмансен представителĕсем хутшăннă. Иран Республикин делегацийĕ мечетре пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă канашсене асăнса лартнă Мухтав монуменчĕ умне чечексем хунă.

Хулари Культура керменĕнче Ислам Республикинчен килнисене Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Никоноров ертсе пыракан "Канаш" хор коллективĕ юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Иранри Хорасан провинцийĕнчи Биржан хулинчи "Сахра" ансамбль хĕвел тухăç культурин колоритне уçса паракан юрă-ташă кăтартнă.

Делегацие ертсе пынă Мотахарифар господин, вăл – Кăнтăр Хорасан провинцийĕн культура департаменчĕн ертÿçи, хăйсене ăшшăн йышăннăшăн тав тунă. Каçхине хăнасене Насыровсен тараватлă çемйи кĕтсе илнĕ. Пысăк çуртăн картишĕнче вырăнти халăха концерт лартса панă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика