АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавал юхăмĕпе шурĕ калаçу майĕпе

01 июля 2011 г.

Республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" юхăмĕн финалти вăййисене уçнă çĕре чĕннĕ хăнасем хушшинче Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан А.Григорьев та пурччĕ. Пĕр-пĕрне тахçантанпах пĕлнипе калаçу çăмхи часах сÿтĕлме пуçларĕ. Андрей Григорьевич, çар морякĕ пулнă, Хура тинĕсре, Дунай флотилинче бронекатер çинче службăра тăнă. Вăрçă хыççăн пĕрремĕш статьяри старшинана Балтика флотне куçарнă.

Моряксен парад тумне тăхăннă, çамрăк çын кĕлеткиллĕ, пурин куçне те тĕл пулакан А.Григорьев трибуна умĕпе чыс парса иртекен çамрăк армеецсен пĕр отрядне те сиктерсе хăвармарĕ. Кам кăна çук пулĕ кунта: десантниксем те, гусарсем те, пехотинецсем те, пограничниксем те... Темшĕн-çке моряксем курăнмарĕç. Сасартăк ветеранăн сăнĕ пĕчĕк ачанни пек йăл кулăпа çиçрĕ. "Акă, вĕсем, еплерех пыраççĕ, хам та çамрăк чух сăмсасăр карттусăн якорь ÿкернĕ лентисене вĕлкĕштерсе çÿренĕ чухне вĕçсе кайманни çеçчĕ", – хăпартланчĕ ватă моряк. Унăн кăмăлне тултарас тесе матроссен отрячĕпе тĕл пулма васкарăм. Вăрçă ветеранĕ хăйсемпе тĕл пулса калаçасшăн пулнине пĕлтерсен ачасем хĕпĕртесе ÿкрĕç. Вĕсем Шупашкарти кадетсен шкулĕн воспитанникĕсем икккен.

Çар вăййисем пуçланнине халалланă савăнăçлă пай хыççăн Андрей Григорьевичпа çамрăк моряксем патне кайрăмăр. Тĕл пулу Кĕçĕн Çавал хĕрринче иртрĕ. Ветеран кашнинпе алă тытса паллашрĕ, хăй çинчен, матросăн йывăр та питĕ кирлĕ служби çинчен каласа пачĕ, шкулта лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма, Тăван çĕршыва, атте-аннене юратса ÿсме, вĕсене хÿтĕлеме ялан хатĕр пулма хушрĕ. Моряк тумĕ тăхăннă яшсемпе хĕрсем ăна сывламасăр тенĕ пек итлерĕç, унăн кăкăрĕ çинчи орден-медаль çине ăмсанса пăхрĕç, куçĕсем савăнăç шевлипе хĕмленчĕç, хăйсемпе тĕл пулнăшăн, интереслĕ калаçушăн тав турĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика