01 июля 2011 г.
Утă уйăхĕ çитрĕ. Çанталăк çĕр питне çумăрпа çителĕклех шăварнă хыççăн тинех хĕвеллĕ кунсем пуçланчĕç. Пĕлтĕр улăх-çаран шăрăхпа типсе ларчĕ пулсан, кăçал, ав, пур çĕрте те çăра курăк пилĕк таран çитĕннĕ. Çулса пуçтарма кăна ан ÿркен. Июньте утă хатĕрлеме çумăрсем чăрмантарчĕç. Мĕн çулнине те çанталăкран вăрла-вăрла кăна типĕткелесе кĕртрĕмĕр.
Иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕх апат сахаллипе самай шар курчĕ-тĕр. Урăх регионсенчен кÿрсе килнĕ утта хаклă пулсан та укçа-тенкĕ пуçтарса туянмах тиврĕ-çке. Унсăрăн тата та йывăр пулатчĕ. Кăçал вара ан ÿркен çеç. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе хуçалăхсенче ĕç-пуç еплерех-ши;
Районти АПК органĕсемпе хутшăнса ĕçлекен пайран пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене районта 1090 гектар çинче çулнă. Çакă утă çулмалли çарансен планпа пăхнă 4700 гектар лаптăкăн 18 проценчĕпе танлашать. "Симĕс ĕççие" "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче лайăх йĕркеленĕ. "Весна", "Янишево", "Пинер", Крупская ячĕллĕ, "Сормовский", "Маяк" хуçалăхсенче ку ĕçе пуçăнман та.
- Кăçал планпа 3160 тонна утă хатĕрлемелле. Паянхи куна пурĕ 200 тонна утă пуçтарса кĕртнĕ: "Хучель", "Победит" обществăсенче кăтартусем пысăк.
- Сенаж хывассипе "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Урюм" хуçалăхсен ĕçченĕсем пултаруллă. Районĕпе ăна 2200 т хатĕрленĕ.
- Тырă пуссине 1700 гектар çинче гербицидсемпе сирпĕтнĕ. Кунта "Пинер", "Хучель", "АСК "Канаш", "Мария", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Агат" хуçалăхсем лайăх ĕçленине палăртмалла.
- Çĕр улмине 572 (100 проц.) гектар лаптăк çинче кăпкалатнă. Пур хуçалăхра та çак агромеслете вăхăтра пурнăçланă.
- Кĕрхи культурăсем акма 6840 гектар палăртнă пулсан, паянхи куна 970 гектар çинче çĕр хатĕрленĕ.
- Районта 1462 пуç сăвакан ĕне, пĕлтĕрхинчен 103 пуç ытларах. Кашни ĕнерен талăкра вăтамран 12 кг сĕт сăвăнать. Чи пысăк сăвăм "Канаш" (20 кг), Киров ячĕллĕ (14,7 кг), "Цивиль" (15,9 кг) хуçалăхсен, чи пĕчĕкки "Урюмăн" ( 6,8 кг).