АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПК: пулăшу ытларах

01 июля 2011 г.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Дон çинчи Ростовра çĕршыври аграри юхăмĕн V съезчĕ иртни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ĕçтешĕсене съезд епле иртнипе паллаштарнă.

Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин РФ Правительстви агропромышленность комплексне аталантарма 2012 çулта малтан палăртнинчен 12 млрд тенкĕ ытларах уйăрасси, çапла майпа сумма пĕтĕмĕшле 130 млрд тенке çитесси çинчен пĕлтернĕ. Бюджет укçипе тĕллевлĕн те тухăçлă усă курма, ăна пĕтĕмпех ял хуçалăх организацийĕсене çитерме тата çакна общество организацийĕсен енчен çирĕп тĕрĕслесе тăма чĕнсе уйрăммăн палăртса каланă.

Владимир Путин "АПК аталанăвĕ" Патшалăх программин проектне çĕнĕ енсем кĕртесси пирки те пĕлтернĕ:

апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçа, ялти пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене пулăшасси;

апат-çимĕç рынокĕн инфратытăмне аталантарасси;

апат-çимĕç рынокĕсене таварпа çителĕклĕ тивĕçтерессишĕн йĕркелесе тăрассине вăйлатасси;

тăпра тухăçлăхне упрасси.

Правительство Председателĕ съезда хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравланă. Вĕсем, тĕпрен илсен, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен интересĕсене хÿтĕлессипе, ялăн социаллă пурнăçне аталантарассипе, электроэнергипе усă курнăшăн хаксене йĕркелессипе, кредит илес йĕркене çĕнетессипе, ытти çивĕч ыйтупа çыхăннă.

РФ Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Зубков хăйне Раççейри аграри юхăмĕн çĕнĕ председательне суйланă хыççăн сăмах каланă. "Халĕ эсир те манпа пĕрле йышăнусене пурнăçа кĕртессишĕн явап тытатăр", – тенĕ делегатсене чĕнсе каланă май. Виктор Алексеевич Раççейри аграри вăйне чăмăртаса пĕрлештермеллине уйрăммăн палăртнă, çĕршыври аграри юхăмĕ Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне кĕресси çинчен пĕлтернĕ.

Съезд ĕçне РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник, федерацин Пулă тытакансен агентствин ертÿçи Андрей Крайний, Роспотребнадзор пуçлăхĕ Геннадий Онищенко, федераци министерствисемпе ведомствисен представителĕсем, аграри тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă регионсенчи администраци пуçлăхĕсемпе кĕпĕрнаттăрсем, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн 79 субъектĕнчи АПК предприятийĕсен 600 ытла ертÿçи хутшăннă.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика