АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕшĕ те Диплом çĕнсе илнĕ

29 июня 2011 г.

Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче вĕренекенсем физика, информатика предмечĕсемпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Çитĕнÿсем те тăваççĕ. Вĕсене ăс-тăн тупăшăвне аслă категориллĕ педагог В.Анатольев хатĕрлет.

А.Сорокинпа (9-мĕш класс) А.Энюхова (11-мĕш класс) çу уйăхĕнче шкул ачисен "Малтанхи утăмсем" наукăпа тĕпчевĕн, проектсен тата пултарулăхăн уçă конкурсĕн "Пулăм модельне тăвасси" номинацине хутшăнчĕç. Ăна вĕренекенсен ăс-хакăлтан килекен пултарулăхне аталантарас, вĕсене тĕпчев, проект тата пултарулăх ĕçĕсене явăçтарас тĕллевпе ирттернĕ. Конкурс учредителĕсем – Ролан Быковăн Пĕтĕм тĕнчери фончĕ, вĕрентекенсен "Тунти кунччен пурăнатпăр" клубĕ, социаллă пурнăçпа экономика тата политологи тĕпчевĕсен Пĕтĕм тĕнчери "Горбачев-Фонд" обществăлла фончĕ, Раççейри гуманизмлă пĕрлĕх, Мускав хулин вĕрентÿ депертаменчĕн кăнтăр округĕнчи управленийĕ.

А.Сорокин конкурса хăйĕн "Шкулăн виртуаллă музейĕ" web-сайтне тăратнă. Ăна вăл ачасенче пĕчĕк тăван çĕршыва тата унăн иртнĕ пурнăçне туйма пулăшас шутпа хатĕрленĕ. Сайт Вăтакас Кипеч шкулĕн кун-çулне, Чулкăмака ялĕн историне, нацин ырă-йăлипе йĕркине, ял çыннисен интереслĕ шăписене уçса парать. Çак проект пĕрремĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ.

А.Энюхова хăйĕн проектне физикăпа çыхăнтарса "Вĕренÿ кабинечĕсенче çутăпа тĕссем вĕренекенсен сывлăхĕ çине мĕнле витĕм кÿни" темăпа хатĕрленĕ. Ĕç тĕллевĕ – шкулти ĕç пÿлĕмĕсен санитарипе гигиена лару-тăрăвне сăнаса тĕп кăтартусене палăртасси. Çав кăтартусем – çутă гамми, кабинетсене çутăпа тивĕçтерни тата вĕсем ачасен психологиллĕ лару-тăрăвне тата сывлăхне епле витĕм кÿнине хак пани. Конкурс условийĕпе килĕ-шÿллĕн 11-мĕш класра вĕренекенсене аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме пулăшу параççĕ. Аньăн ĕçĕ иккĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

Çÿлерех асăннă номинацие 464 ĕç тăратнă. Алешăпа Аньăна пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем, вĕренÿ заведенийĕсене пĕлĕве ÿстерме кĕнĕ чухне ăнăçу, проект ертÿçине В.Н.Анатольева çĕнĕ идейăсем, çĕнтерÿсем сунатпăр.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика