29 июня 2011 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 70-74"").
Тепĕр заметкăра "Гвардеец" колхозра ĕçлекен Кирилл Федоров нимĕç фашисчĕсем вăрçă пуçлани çинчен пĕлнĕ те Шăхасанти çар комиссариатне заявленипе пыни çинчен çырнă. Вăл хăйне фронта яма ыйтать, юлашки юн тумламĕччен тăшмана хирĕç çапăçма хатĕррине пĕлтерет. Çар комиссариатне çакăн пек заявленисем Шăхасан вăтам шкулĕн военрукĕнчен А.Соловьевран, çак ялта пурăнакан В.Петровран та килнĕ.
Шăхасан районĕн хаçачĕ тепĕр заметкăра фронта тухса кайнă арçынсен вырăнне хĕрарăмсем тăни çинчен пĕлтерет. Наталия Дмитриевăпа Анна Филиппова ("Красный путь" колхоз), Мелания Григорьева ("Ударник"), Мария Матвеева ("Трактор") - уй-хир бригадирĕсем, Елена Павлова (Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ колхоз), Пелагея Егорова ("Гигант") ферма коллективĕсен ертÿçисем пулса тăнă. Екатерина Павловăна Чапаев ячĕллĕ колхоз председательне суйланă.
"Анат Сурăм ялĕн колхозникĕсем çар ĕçне вĕренме пуçăнчĕç, - вулатпăр "Вăйлă тыр-пулшăн" хаçатăн çав номерĕнчех. - Вĕсем колхозра хастар ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, Васса Гаврилова, хăй 60 çулта пулнине пăхмасăр, хăй ирĕкĕпе вăрман хатĕрлеме хутшăнать. Анна Афанасьева, Мария Миронова, Христина Осипова, Мария Евлампьева фермăра тăрăшса вăй хураççĕ".
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пичетленнĕ хаçатри "Хĕрарăмсем, трактор çине!" заметка Шăхасанти МТСра хĕрарăм-механизаторсен пухăвĕ иртни çинчен пĕлтерет. Пухура хĕрарăмсем фронта кайнă мăшăрĕсемпе ывăлĕсем вырăнне трактор çине ларса ака-суха ĕçĕсене хутшăнма чĕнсе каланă.
1942 çулхи раштав уйăхĕнче Кĕçтук Кольцов "Вăйлă тыр-пулшăн" хаçатра хăйĕн ялĕнчи колхозниксем патне янă уçă çырăва пичетленĕ. "Тăван çĕршыв паттăр ĕç тума чĕнет. Тен, пирĕн çапăçу хирĕнче выртса юлма тивет. Ман сăмахăм çапла: Тăван çĕршывăм-анне, эс мана ÿстернĕ, эп саншăн хамăн пурнăçа паратăп. Малалла, тăвансем, малалла!" - тенĕ унта харсăр поэт.
Совет халăхĕ тăшмана аркатса çĕнтерĕве шанни "Вăйлă тыр-пулшăн" хаçатăн вăрçă çулĕсенче тухса тăнă кашни номерĕнче уççăн палăрать.
Вăрçă çулĕсенче çуралнă хаçат
1944 çулхи утă уйăхĕнче Канашра "Сталинский путь" ятлă хула хаçачĕ икĕ страницăпа тухма тытăнать, унăн пĕрремĕш редакторĕ М.В.Васильев (1944 ç. утă уйăхĕ - 1947 ç. пуш уйăхĕ) пулнă.
Хаçат кашни номерте хула çыннисене фронтри лару-тăрупа паллаштарнă, тыл фронта мĕнле пулăшни çинчен каласа панă. "Вакунсем юсакан заводра, - пĕлтерет хаçат, - Г.В.Фомин тимĕрçĕ пуçарăвне ырлакансен йышĕ кунсерен ÿссе пырать. Çĕршыва вакунсем нумайрах парассишĕн икĕ хут тухăçлăрах ĕçлĕпĕр. Çакă пирĕн ывăлсене тăшмана çапса аркатма пулăшĕ".
Çав çулсенче Канашри вакунсем юсакан завод Чăваш Енре чи пысăк предприяти шутланнă. Вăрçă çулĕсенче унăн пĕлтерĕшĕ, вакунсене юсакан пысăк никĕс пулнă май, пушшех те ÿснĕ. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Украинăри Дарница, Жмеринск, Борисоглебск тата Шевченко хулисенчен вакунсем юсакан заводсене Канаша эвакуациленĕ. Вĕсемпе пĕрле пин ытла рабочи хăйсен çемйисемпе куçса килнĕ. Çынсене хулара тата çывăхри ялсенче хваттерсене вырнаçтарнă. Чÿк уйăхĕнчех икĕ цеха хута янă. Боеприпассем хатĕрленипе пĕрлех завод бронепоездсем туса кăларассипе те хушусене пурнăçласа пынă.
"Эвакуаципе килнĕ рабочисен пысăк пайĕ ВРЗ коллективĕн йышĕнче тин кăна çĕнĕрен йĕркеленĕ цехсенче оборудование вырнаçтарса лартма çийĕнчех пуçăннă. 1941 çулхи чÿк уйăхĕнче оборонăн тĕп командовани хушăвĕпе продукци туса кăларма пуçланă. Хĕллехи хаяр сивĕсене пăхмасăр, чукунпа хурçă шăратакан цех стройки малалла пынă. 1942 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне тĕп ĕçсене вĕçленĕ. Боеприпассем хатĕрленипе пĕрлех завод бронепоездсемпе бронетранспортерсем тăвассипе, ятарлă пуйăссем йĕркелессипе, фронт валли ытти саккассемпе те ĕçленĕ. 1941 çул вĕçленнĕ тĕле завод программинче çар продукцийĕ 71,3 процентпа танлашнă. Фронт валли çар продукцийĕ хатĕрлеме кашни предприятиех хушусем çирĕплетнĕ", - пĕлтерет хаçат.
Канашри чукун çул ĕçченĕсен ĕçри паттăрлăхĕ çинчен 1941 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи Совинформбюро сводкинче те асăннă: "Çĕршыври чукун çулсем çинче ĕçлекенсем Хĕрлĕ Çар патне транспорта хăвăртрах çитерессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ. Канашри пăравуссен деповĕнче (Чăваш АССРĕ) каçхине локомотивсене юсама пуçланă. Золотухин, Ефремов, Волков, Абросимов, Толмазов, Сперанский тата ытти слесарьсем, яра кун ĕçленине пăхмасăр, васкавлă юсава вăраха ярас мар тесе, каçхи сменăна юлнă, пăравуса йĕркене кĕртсе депоран кăларнă. Харсăр патриотсем ирхине канма килĕшмен, срокран маларах тепĕр пăравус юсанă".
Хула хаçачĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçакан ентешсем çинчен пĕлтерсех тăнă. Вакунсем юсакан заводра механика цехĕнче токарьте ĕçленĕ 19-ти каччă Иван Кабалин фронтра миномет расчечĕн командирĕ пулнă. Курск пĕккĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă, Украинăри хуласемпе ялсене тăшман пусмăрĕнчен хăтарнă. Днепр шывĕ урлă каçнă чухне командир вилнĕ хыççăн вăл ертсе пынă минометчиксен взвочĕ тăшманăн 250 салтакĕпе офицерне тĕп тунă, сылтăм çыранра плацдарма тытса илсе, пирĕн боецсене наступление куçма çул уçса панă. 1943 çулхи авăн уйăхĕнче Иван Андреевич Кабалина çапăçури хастарлăхшăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
Петр Бухтулов та 19-тах вăрçа тухса кайнă. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Старая Русса хулинчен пуçланнă та унăн 6 пин ытла çухрăма тăсăлнă фронтри мухтавлă çул-йĕрĕ, Австрире вĕçленнĕ. Пирĕн ентеш фашистсен 16 танкне тĕп тунă. Çак паттăрлăхшăн Петр Харитонович Бухтулова Совет Союзĕн Геройĕ ятне парса чысланă.
Хаçат хăйĕн пĕр номерĕнче вăрçăччен Канашра пурăннă 20-ри Иван Федоров чăваш 1944 çулхи раштав уйăхĕнче Виççĕмĕш Украина фронтĕнче чапа тухни çинчен çырнă. "Тăшман татти-сипписĕр персе тăнине пăхмасăр, И.Федоров радист-корректировщик Будапештран кăнтăр-хĕвел анăçнерех вырнаçнă Эрчи хули çывăхĕнче Дунай шывĕ урлă кимĕпе чи малтан ишсе каçнă. Ирхине вăл фашистсен вут-çулăм точкисене пĕтерме артиллеристсене тĕрĕс координатсем пĕлтернĕ, часах хамăрăн миномет батарейи тăшмана тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтернĕ. Çакă стрелоксен 305-мĕш полкне шыв урлă çухатусăр хăвăрт каçса плацдарм йышăнма май панă. Çав плацдармран раштавăн 10-мĕшĕнче пирĕн тĕп чаçсен наступленийĕ пуçланнă та тăшманăн 180 пин салтакран тăракан çарне пĕтĕмпех аркатнипе вĕçленнĕ. 1945 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Иван Михайлович Федорова Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă", - тенĕ хаçатра.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Канаш хулинчен 13 воин Ленин орденне, 37 - Хĕрлĕ Ялав орденне, 92 - Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, çĕршер çын çапăçури медальсене тивĕçнĕ.
Вырăнти пичет материалĕсем тăрăх хула аталанăвне сăнама пулать. Акă, 1952 çулта СМК "Казтранстрой" строительство çĕнĕ организацийĕ йĕркеленнĕ, 1954 çулта фельдшерсемпе акушерсен шкулĕ медицина училищин статусне илнĕ, 1955 çулта çĕвĕ мастерскойĕ Фабрика пулса тăнă, çав çулах ачасен музыка шкулĕ уçăлнă, учительсен институтĕнчен педагогика училищи тунă.
Хула хаçатĕнче пичетленнĕ материалсенчен Канашра промышленноçпа транспорт 1959-1965 çулсенче уйрăмах ÿсĕмлĕн аталанни аван курăнать. Çак тапхăрта хулара электропогрузчиксен, автомобильсем юсакан, строительство материалĕсен завочĕсем, çăкăр завочĕ хута кайнă. Хаçат çынсен хастар ĕçне анлăн çутатнă.
(Малалли пулать).