29 июня 2011 г.
"Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акципе килĕшÿллĕн Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче "Тăван çĕршывшăн тата спецназшăн ĕçлетĕп" темăпа паттăрлăх урокĕ-концерт пулнă. Ăна ирттерекенĕ – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри юрăçсен нумай конкурсĕн, патриот юррисен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн лауреачĕ А.Мингалев. Вăл юрăсем кĕвĕлет, вĕсене хăех юрлать. Александр Егорович – спецназ ветеранĕ, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă.
А.Мингалев паттăр офицерсемпе салтаксем çинчен каласа панă, вĕсене халалланă юррисене юрланă. Ачасем ăна сывламасăр тенĕ пек итленĕ, малашне те пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх суннă, хăйсем патне килме вăхăт тупнăшăн, интереслĕ калаçушăн тав тунă.
Ай, ташларĕ те пирĕн Оля
Республикăн тĕп уявне ирттернĕ чухне йăлана кĕнĕ "Ай, ташлар-и" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Зонăсенчи тапхăрсенче мала тухнисем хăйсен пултарулăхне Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра кăтартнă. 19 ташă ушкăнĕн коллективĕсем çĕнтернĕ. Вĕсен хушшинче паллă хореографи ансамблĕсем те, ташă искусствин çулĕ çине тин кăна тăнисем те пур.
Районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн хореографĕ О.Егорова "Пĕчĕк формăн ташши" номинацире чи малти вырăна йышăннă. Ольăна пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа чысланă.
А.ВИТАЛЬЕВ.