29 июня 2011 г.
Районăн тĕп стадионĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен Х спартакиади шучĕпе мини-футболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел тата Канаш районĕсен, Канаш тата Патăрьел районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен командисем хутшăннă. Ăмăртăва килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, командăсен представителĕсем ăнăçу суннă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче 7 очко пухса Канаш райадминистрацин команди мала тухнă. Шăмăршăсем иккĕмĕш, вĕсен 5 очко. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен тăракан командăсем хушшинче патăрьелсем çĕнтернĕ.
Çурма финалти вăйăсем Шупашкарта утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртĕç. Унта та канашсене ăнăçу кĕтессе шанас килет.