29 июня 2011 г.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикине туса хунăранпа 91 çул çитрĕ. Унăн тĕп мероприятийĕсем Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенче иртрĕç.
Канаш та çак кун савăнăçпа тулчĕ. Уяв культура тата кану паркĕн çуллахи эстрадинче иртрĕ. Паркăн аллейисенче "Ал ăстисен хули" ÿссе ларчĕ. Хула çыннисем унта хăйсене килĕшекен сувенирсем, чăваш наци тумĕпе капăрлатнă пуканесем туянма пултарчĕç. Вĕсене сăранран, йывăçран ăсталанă.
Хулана ертсе пыракансем уява килнисене Чăваш Ен халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа – Республика кунĕпе саламларĕç, тĕрлĕ конкурсра, фестивальте çĕнтернисене дипломсем пачĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç. Çакăн хыççăн "Пирĕн ятсем" фестиваль-конкурсăн финалисчĕсен гала-концерчĕ пулчĕ. Шупашкартан килнĕ "Янташ" эстрада ушкăнĕ илемлĕ чăваш юррисемпе куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Парк стадионĕнче спорт вăййисем иртрĕç. Суту-илÿ речĕсем ĕçлерĕç.
Культура кĕрменĕн çуллахи скверĕнче те илемлĕ юрă-кĕвĕ татăлма пĕлмерĕ. Уяв çамрăксен дискотекипе вĕçленчĕ.