АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан култарăр-ха...

24 июня 2011 г.

Ак халь эпĕ те пенсие тухрăм... Вăхăта епле ирттерес-ши; Ĕçе кайнă вăхăтра килте те йăлт ĕлкĕреттĕм. Ирех тăрса çемье валли апат пĕçереттĕм, ĕне сăваттăм, сыснасене çитереттĕм, çывăрса выртакан кахал упăшкана чуп туса илеттĕм те килтен шампань пăкки евĕр вăркăнаттăм. Вăйăм ăçтан тухнă-ши; Халĕ пушă пÿртре пĕр-пĕччен пурăнма ытла та кичем. Кахал, ютта чупакан старикĕм те вилчĕ. Ун вырăнне кушак аçи пурăнать, çиес килсен вара тарăха-тарăха мăрлатать. Ăшă кăмака çинче мăрье çумне ларать те ман çине сивĕ куçĕпе пăхса хÿрипе урса кайнă пек çапать. Урайĕнче шăшисем унран мăшкăлласа тытмалла выляççĕ тейĕн. Пурĕ пĕр кахал мăнтăр Ваçук, старик те Ваççа ятлăччĕ те, курмăш пулать кăна, уншăн хăйма, аш пултăр. Шăп ăна пула тепĕр чух пасара кайса вăхăта ирттеретĕп, Ваçук валли апат-çимĕç туянатăп.

Хĕрĕм, кĕрÿ, çитĕннĕ икĕ мăнукăм хулара пилĕк пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Кайса курман, хăнана чĕнмесĕр епле кайăн-ха. Эпĕ пенси илсен тепĕр куннех тăваттăшĕ те вĕр çĕнĕ икĕ машинăпа килеççĕ. Пÿрте кĕнĕ кĕмен михĕ-сумкăна сĕт, çу, тăпăрчă, çĕр улми, купăста, кишĕр, сухан, хăяр, помидор, пан улми тултараçĕ те – каялла тапранаççĕ.

Пахчара тар юхтарса ĕçленĕ вăхăтра вĕсене пулăшма ан та кĕт. Юлашкинчен: "Анне эсĕ хăвăн пенсине мĕн туса пĕтересшĕн вара;! – тесе кăшкăрса тăкать хĕрĕм. – Ма сахал пуçтартăн;! Кунпа Турцие кайса канма виçĕ путевка валли кăна çитет! Тепĕр путевка валли хăть те ăçтан шыраса туп!" Эпĕ вара ялĕпе хашка-хашка чупса укçа кивçен пухатăп, хам мĕн чухлĕ панине тетраде çырса хуратăп. Тепĕр çирĕм пин тупса тыттарсан ачасем, савăннипе-ши, манпа сыв пуллашма та манса каяççĕ, тиесе тултарнă машинисене хăвăрт кĕрсе лараççĕ те çил пек вĕçтереççĕ.

Килте пĕччен ларса, пĕрмай çăм арласа, ачасем валли чăлха çыхса ывăнтăм. "Кĕтерне, тух!" – теççĕ пенси карчăкĕсем. – Тăпрас çине ларса калаçма!.." Çапла вара эпĕ те пĕррехинче тухса ларам-ха терĕм, тен, çын хушшинче кулянни те иртĕ. Калаçнăçем кусем мана тĕлĕнтерсех пăрахрĕç. Лайăх курмаççĕ, илтмеççĕ пулин те ялта мĕн пулса иртнине йăлтах пĕлсе тăраççĕ иккен. "Пăхăр-ха... – тет пĕри пăшăлтатса. – Ман ÿсĕр кÿршĕсем ÿкес мар тесе алăран çавăтăнса еплерех тайкаланса утаççĕ. Шăп çÿпçипе хупăлчи. Ĕнертенпе ял тăрăх çÿресе ямăт сăмакун ĕçе-ĕçе килне такки утса çитеймеççĕ вĕт. Унта ачи-пăчи выçăпа йĕрет, кушакки çухăрать, йытти вĕрет, выльăхĕ пахчине тухса мĕн пуррине çисе ячĕ..."

"Вăл-ку юрĕ-ха, – тет тепри. – Эпĕ паян çĕрĕпе куç хупмарăм..." "Пуçу ыратрĕ-им;" – тесе ыйтать манпа юнашар лараканни. "Пуçу-качку" чÿречене уçнă-уçман курах кайрăм: Лисукпа Ванькка пÿрт умĕнчи йăмра хыçĕнче мĕн хăтланнине!.. "Мĕн;" – тесе сиксе ÿкрĕç ыттисем шăлсăр çăварĕсене карса пăрахса. "Ай-яй! Ай-яй! Ирччен чуп туса тăчĕç вĕт, тутисем мĕнле кăна чăтаççĕ! Хальхи çамрăксем тăп-тăр кăнтăрла лавкка умĕнче сыпаççĕ те пĕр-пĕрин çумне çыпçăнса лараççĕ, уйăрма çук вĕт. Пире иртсе кайма та намăс пек, ай турах! Тьху!" "Итлĕр-ха, эпĕ тата мĕн каласа парам..." – тете виççĕмĕшĕ, шап-шурă çÿçлĕскер. "Хăвăртрах кала!..." – хыпалантараççĕ ыттисем. "Хирĕç пурăнакан Анфис пĕр эрнелĕхе ачисем патне Шупашкара кайнине хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ. Вăл мана хăйĕн старикне сыхлама хушрĕ..." "Вара, вара, вара; Сыхларăн-и;!" – тĕпчет тепри хĕп-хĕрлĕ пулса кайса. "Çĕрĕпе сыхларăм. Çур çĕр çитнĕ-çитмен ун патне кам каçрĕ тетĕр-ха;" "Кам;" "Сăпани каçрĕ". "Чăнах-и;!" – тесе карчăксем лапчăнсах ларчĕç, пĕр хушă калаçайми пулчĕç. "Ара, вăл çап-çамрăк хĕрарăм-çке... – тĕлĕнет чи ватти. – Унăн упăшки миçе çул ĕнтĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Сăпани вара килте ларсах пукане пек тумланма пуçларĕ, пуçне сăхан автан пек каçăртать те никама та палламасть. Вăт якăлти, мĕн хăтланать, э;.." "Ара, тата Петĕр те, ват супнăскер, сакăр вуннă тултарчĕ мар-и-ха кăçал;..." – тĕлĕнет кÿрши аллипе хăлаçлана-хăлаçлана. "Тепри тăхăр вуннă тултарсан та ватăлма пĕлмест", – тет вăрăм туна сассиллĕ çамрăкраххи, çак таранччен пĕр сăмах та хушмасăр лараканни. Хăй тата ниçта кайса кĕрейми ларать-тăрать, ларать-тăрать. Вĕсем çине пăхса чăтайманнипе: "Ан култарăр-ха!..." – тесе лахлаттарса кулса ятăм. Мана курса ыттисем те тăпрас çине ÿке-ÿке пуçларĕç ахăрма: "Вăт сана юрату! Юрату мар, култару! Ха-ха-ха-ха-ха!..."

Киле кĕрсен шăлсăр ватă çынсене аса иле-иле нумайччен шухăша кайса лартăм. Мĕн тăвăн пенси çулĕнче пĕччен тăрса юлсан, çĕрĕпе куç хупмасăр çын юратăвне ирĕксĕр сыхла-сыхла ăмсанса пурăнмалли кăна юлать ĕнтĕ... Ара, вĕсен те ĕмĕрне мĕнпе те пулин кăсăкланса ирттермелле-çке-ха. Юрать, эпĕ чăлха çеç мар, шăтăкла çыхма та юрататăп, тĕрĕ тĕрлеме те, кĕнеке вулама та. Тепĕр чухне чун ытла кÿтсе çитсен кÿршĕсемпе тĕл пулса тăпрас çине тухса ларас та ялта мĕн пулса иртнине итле-итле хырăм ыратичченех кулас тесе хама хам лăплантарса лартăм уйăхпа çăлтăрсем çине чÿречерен пăхса.

Левтина МАРЬЕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика