АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕсенче вĕреннисем тĕл пулчĕç

24 июня 2011 г.

Вăрçă шавĕ чарăннăранпа 66 çул çитрĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраç фашист эшкерне тĕп туса Тăван çĕршыв ирĕклĕхне упраса хăварассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемен. Аякра хаяр вăрçă кĕрленĕ, апла пулин те çĕршыв валли учительсем хатĕрлес ĕç пĕр самант та чарăнман. Преподавательсенчен чылайăшĕ хăйсен студенчĕсемпе пĕрле вăрçăн пирвайхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Училищĕрен вăрçа хутшăннă 11 педагогпа хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пынă пĕр çын тăван тăрăха таврăнайман, вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă.

Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Канашри педагогика колледжĕн конференц-залĕнче çакăнтан 1941-1945 çулсенче вĕренсе тухнисен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Ăна педучилище студенчĕ пулнă Михаил Яковлев ĕçпе вăрçă ветеранĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Колледж директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ф.Алеева тĕл пулăва уçнă май ĕç ветеранĕсене – çак вĕренÿ заведенийĕн выпускникĕсене ăшшăн саламларĕ. Унтан колледж директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов сăмах илчĕ. "Эпир сире хамăр колледжра – педагогсене хатĕрлекен чи ватă вĕренÿ заведенийĕнче курма яланах хавас. Тепĕр икĕ çултан пирĕн вĕренÿ учрежденийĕ шăп та лăп 100 çул тултарать. Колледжăн историне, аталанăвне çутатса паракан музей пур. Вăхăт пулсан пирĕн пата кĕрсе тухăр. Ырă сывлăх сунатăп пурсăра та. Сирте яланах студент чухнехи пек вăй-хал тапса тăтăр", – терĕ Геннадий Иванович.

Хăйĕн тантăшĕсене, ĕçтешĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ М.Яковлев хавхаланса саламларĕ. Михаил Яковлевич çакăн пек тĕл пулусем ирттересси йăлана кĕнине, вĕсем педучилищĕрен вĕренсе тухнă тĕрлĕ ăрури учительсем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. Тĕл пулăва йĕркелеме хаçат редакцийĕсем, çав шутра "Советская Чувашия" хаçат та, нумай пулăшнине каларĕ. "АвтоГранд" ООО директорне Олег Суракина мероприятие ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ. Паллах, колледж дирекцийĕ те айккинче тăрса юлман, хăнасем валли асăнмалăх парнесем хатĕрленĕ. Колледж преподавателĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Ольга Краснова пухăннисене музей ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Выпускниксем кивĕ сăн ÿкерчĕксене интересленсе пăхрĕç, нумайăшĕ хăйне – çамрăк та илемлĕскере, палласа илчĕ.

Камсем-ха вĕсем вăрçă çулĕсенче вĕренсе тухнисем тата М.Яковлев йыхравне хапăл тунисем; Ак çаксем, сăн ÿкерчĕкре юнашар ларакансем, Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ Мимоза Александровна Аввакумовăпа вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Роза Георгиевна Зверева. Пединститут хыççăн эпĕ çак шкулта шкул директорĕн класс тата шкул тулашĕнчи воспитани ĕçĕсене йĕркелесе пыракан çумĕ пулса ĕçлерĕм. Мимоза Александровнăпа Роза Георгиевна уроксене, класс сехечĕсене, класс тулашĕнчи мероприятисене яланах тĕплĕн хатĕрленсе ирттеретчĕç, палăртнă тĕллевсене пурнăçлатчĕç. Педагогика ĕçĕн тăхăр вунна çывхаракан ветеранĕсем ял-йышра пысăк хисепре, çулĕсене пăхмасăрах хăйсене аван туяççĕ. Иккĕшĕ те Канашри педагогика училищинчен 1946 çулта вĕренсе тухнă, пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă: М.Аввакумова 40 çул ытла, Р.Зверева 45 çул ачасене пĕлÿ панă. Мимоза Александровна Канашри учительсем хатĕрлекен институтра ăсталăхне ÿстернĕ, Роза Георгиевна И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. "Тивĕçлĕ канăва тухсан тата 7 çул шкул сукмакне такăрлатрăм. Ун чухнехи директор Л.Орлова мана шкултан питĕ ярасшăн марччĕ", – каласа парать вăл.

Пĕр мăшăр Гавриловсем те, Виталий Даниловичпа Раиса Порфирьевна, педучилищĕре вĕренсе професси илнĕ. Упăшки алла пăшал тытса нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă, ăста педагог пулнă, ăна паян та колледжра час-часах курма пулать, студентсемпе тĕл пулать. Р.Гаврилова училищĕне 1944 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 35 çул ытла Уçырма вăтам шкулĕнче вĕрентнĕ, унăн педагогикăри ĕç стажĕ – 46 çул. Раиса Порфирьевна РСФСР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ.

"Эпĕ 89 çулта. Ялта пурăнатăп, килти хуçалăха тытса пыратăп, выльăх-чĕрлĕх тытатăп. Мăшăрпала иксĕмĕр тăватă ача çуратса ÿстертĕмĕр, пурте аслă пĕлÿ илчĕç. Çамрăк чухне тăтăшах ял Совет депутатне суйлатчĕç, каникул вăхăтĕнче колхозниксемпе пĕрле уй-хирте ĕçлеттĕм. Училищĕрен эпĕ 1943 çулта вĕренсе тухрăм, Комсомольски районĕнче пуçламăш классен учителĕнче ĕçлерĕм. Вăл вăхăтра питĕ йывăрччĕ: хут çуккипе ачасем тетрадь вырăнне кивĕ кĕнекесем çине çыратчĕç, классенче партăсем хушшинче 43-44 ача ларатчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăрах ачасем питĕ тăрăшса вĕренетчĕç, вĕсенчен нумайăшĕ Каçал тăрăхĕн паллă çыннисем пулса тăчĕç. Шкулта вара эпĕ 39 çул ĕçлерĕм, нумай наградăна тивĕçрĕм, "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе чысларĕç", – тет кĕçĕн классен учителĕ пулнă Надежда Максимовна Зайцева.

Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ Ольга Ильинична Меркурьева та хăйĕн пурнăçĕпе хавасланса паллаштарчĕ. Вăл 1923 çулта çуралнă. 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче алла диплом илнĕскер ытти çамрăкпа пĕрле юрланă, ташланă. Пурнăç яланах çакăн пек хаваслă пулассăн туйăннă... Анчах тепĕр кунах çĕршыв çине пысăк инкек йăтăнса аннă – июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ольга Ильинична 3-мĕш шкулта, Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш шкулĕнче, Канашри 5-мĕш тата база шкулĕсенче кĕçĕннисене вĕрентнĕ. 1990 çултан пуçласа 2004 çулччен Тăвай районĕн музейне ертсе пынă, Канашри краеведени музейне аталанма нумай пулăшнă.

Перасковья Петровна Александрова та тăхăр вунна çывхарать. Училищĕне 1944 çулта вĕренсе пĕтернĕ, ăна кунтах ĕçлеме хăварнă, 37 çул музыкăпа юрă урокĕсене ертсе пынă. Канашри учительсен институтне пĕтернĕ, Чăваш Республикин Çут ĕç, Культура министерствисен Хисеп грамотисемпе темиçе хутчен те наградăланă.

Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ Александра Михайловна Федорова Аслă Çĕнтерÿ пуличчен пĕр çул маларах алла диплом илнĕ. Хусан патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 1949 çулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. 84 çулти ветеран тăван районĕнче, Тутарстан Республикинче, Канашри каçхи шкулта, ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче ĕçленĕ.

Чи хăрушă та асаплă 1942 çул çитнĕ. Вăрçă хирĕнче тăшман пур фронтран та тапăнса пынă. Темле йывăр вăхăтра та училищĕре ĕç вĕресе кăна тăнă. Мария Ивановна çамрăк учительница шăпах çак çул диплом илнĕ. Направленипе М.Зиновьеван Иккĕмĕш Хурамалти пуçламăш шкула кайма тивнĕ. Паян унта асфальт сарнă çул илсе çитерет пулсан, вăл вăхăтра ял пылчăк ăшне путнă. Хурамалта икĕ çул вĕрентнĕ хыççăн Мария Ивановна Аслă Мами шкулне куçнă, мĕн пенсие тухичченех пĕчĕккисенче пĕлÿ никĕсне хывнă.

Вăрçă çулĕсенче вĕреннĕ Аркадий Степановичпа Нина Ивановна Степановсем вырăнне вĕсен кĕрĕвĕ Владимир Мускавран тĕл пулăва ятарласа килнĕ.

"Эх, еплерех юрлаççĕ, тĕлĕнмелле маттур!" – терĕç тĕл пулăва килнисем колледж студенчĕсем Евгений Федотов, Павел Качимов, Оксана Волкова, Екатерина Захарова, Елена Рыжова, Белла Егорова шăрантарнă юрăсене итленĕ май. Эльза Васильева преподаватель сĕрме купăспа калани те тыткăнларĕ вĕсене. Концерт программине Александра Абрамова питĕ ăста ертсе пычĕ.

Училищĕре вĕреннĕ вăхăтсене, педагогсене чылайччен аса илсе ларчĕç аслă ăрури педагогсем...

Петр ЕФИМОВ, РФ журналистсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика